Архив - 27 Июн, 2014

27 Июн, 2014

Спектакль курчĕç, тĕрлĕ тренинга хутшăнчĕç

Хăйне евĕр куракан валли пуçарнă тĕнче шайĕнчи «Пĕрешкел пулма кирлех мар» фестиваль çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

27 Июн, 2014

Ваçкă итлет, анчах çав-çавах çиет

Центрти телекуравăн хыпарсен кăларăмĕсем юлашки уйăхсенче çак темăна куллен çĕклеççĕ. Сăмах - пăлхавлă Украинăн Раççей умĕнчи çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли калама çук пысăк парăмĕ пирки. Чăннипех ăнланма-йышăнма йывăр лару-тăру: Раççей парăма татмалла тесе апла та ÿкĕтлет, капла та хистет - çук, украинсем хăнк! та тумаççĕ, сенкер топливăна вара çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕчченех намăса пĕлмесĕр уçларĕç.

27 Июн, 2014

Вăрăм хăлха, чакăр куç

 Темиçе çул кроликсем усратăп. Малтан ăратли мĕнне пĕлмен. Халĕ ăратлисене ĕрчетме пуçларăм. Вĕсем çинчен ытларах пĕлес килет.

Кролик - килти хуçалăха лайăх тупăш пама пултаракан чĕр чун. Вĕсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Çăмĕшĕн усраканнисем тата ашлăх çитĕнтерекеннисем. Кролик ашĕ диетăна уякансемшĕн чи паха какай шутланать.

Страницы