Тaван çĕр-шывaмaр уявĕ

27 Июн, 2014

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ - Республика кунĕ. Чăваш Ен патшалăхĕн чи пысăк уявĕ. Чăваш халăхĕн Çĕр чăмăрĕ çинче хăйĕн патшалăхĕ пуррине туйса хаклама, унпа мăнаçланма, хамăр юрă-ташăпа киленме-савăнма, ĕçпе культура çитĕнĕвĕсене кăтартма май парать вăл.

Тĕп хуламăр Шупашкар яланхи пекех анлăн паллă турĕ ăна. Тĕп уяв хуламăрăн Хĕрлĕ тÿремĕнче хуçаланчĕ. Юрă-ташăн, вăйă-кулăн хаваслă шавĕ иртен пуçласа мĕн çĕрлечченех кĕрлерĕ кунта.

Кăçал пĕтĕм чăвашсен Акатуйне те ытти çулсенчи пек «ШупашкарS 500 çул» паркра мар, шăпах шĕкĕр хуламăрăн тĕп тÿремĕнче ирттерчĕç. Çавăнпах пулĕ вăл тата та сулмаклăрах, селĕмрех иртрĕ пулас. Акатуйра республикăн кашни районĕнчен килнĕ коллективсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Раççейĕн çирĕме яхăн хутлăхĕнчен - Мускавран, Питĕртен, Чĕмпĕртен, Пензăран, Тюменьрен, Чул хуларан, Мурманскран, Эрĕнпуртан, Екатеринбургран, Хусантан, Пушкăртран килнĕ хăнасем чăваш Акатуйĕнче савăнчĕç, чăваш халăхне Патшалăх уявĕ ячĕпе саламларĕç. Эстони, Беларуç çĕр-шывĕсенчен те халăхăмрпа паллашма килекенсем пулнă.

Çулсеренех пĕр-пĕр район тĕп уяв хумне йышăнать. Кăçал Комсомольски районĕ çак яваплăха тивĕçрĕ. Каçал ен чыслă ирттерчĕ уява - ята ямарĕ. Вун-вун тĕрлĕ тĕспе, çĕр-çĕр çыннăн хаваслă пит-куçĕпе çиçрĕ Комсомольски сали. Юрларĕ, кĕрлерĕ. Ăмсанмалăх çитĕнĕвĕсемпе хăпартланчĕ. Пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Юрларĕ-ташларĕ, хумханчĕ-кĕрлерĕ республика уявра. Халăхăмăра малашлăха талпăнмашкăн хавхалану, çĕнĕ вăй-хăват кĕртсе хăпартлантарчĕ пулсан - пурнăç вĕрет, çитĕнÿ те пулмаллах пирĕн пысăк кил-çуртăмăрта!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.