Вăрăм хăлха, чакăр куç

27 Июн, 2014

 Темиçе çул кроликсем усратăп. Малтан ăратли мĕнне пĕлмен. Халĕ ăратлисене ĕрчетме пуçларăм. Вĕсем çинчен ытларах пĕлес килет.

Кролик - килти хуçалăха лайăх тупăш пама пултаракан чĕр чун. Вĕсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Çăмĕшĕн усраканнисем тата ашлăх çитĕнтерекеннисем. Кролик ашĕ диетăна уякансемшĕн чи паха какай шутланать.

Хăвăрт çитĕнекеннисен шутне калифорни, кĕмĕл тĕсли, шиншилла ăратсем кĕреççĕ. Вĕсем хăвăрт ÿсеççĕ - 4 уйăхра 4 кг таяççĕ. 5 уйăхра ĕрчеме тытăнаççĕ. Пирĕн тăрăхри çут çанталăкра хăйсене аван туяççĕ. Кроликсем ирĕкри читлĕхсенчех хĕл каçаççĕ. Хĕлле те пĕтĕленеççĕ, çăвăрлаççĕ, çурисене çитĕнтереççĕ. Шурă великан, рекс ăратлисем те пирĕн тăрăха юрăхлă.

«Хăш-пĕр ăрат çурисене лайăх пăхать, хăшĕ-пĕри çурисене пăхасшăнах мар» тенине илтме пулать. Кролик амăшĕ çурисене мĕнле пăхни унăн хăнăхăвĕнчен нумайрах килет-тĕр. Кролик çурисене пĕчĕкренех тĕрлĕ шава - машина-трактор, хытă калаçни-кулнине, мăлатук-пăчкă сассине, йытă вĕрнине - хăнăхтармалла. Хăравçă кролик ами сасартăк тĕрлĕ шава илтсен читлĕхре кума пуçлать. Йăваран тухса ÿкнĕ кролик çурисем вара хăйсем тĕллĕн ăшша таврăнаймаççĕ. Çапла хĕллехи вăхăтра шăнса вилме пултараççĕ.

Кроликсене ĕрчетнĕ чухне амапа аçа тăванлăхĕнчен асăрханма тăрăшăр. Çавăнпа çулталăкра пĕр хутчен те пулин ют кролик аçи туянмалла. Кроликсене тĕрĕс апатлантарни пĕлтерĕшлĕ. Ирхине чĕр чунсене йĕпе клевер, пăрçа йышши ÿсен-тăран парсассăн вĕсен вар-хырăмĕ пăсăлма пултарать. Ирхи апата курăка кăшт шантарса памалла. Хĕлле валли утă хатĕрлемелле. 2 уйăха çитичченхи çурасем валли çемçе утă, клевер-люцерна çулçи юрăхлă. Тĕрлĕ йывăç милĕкне хатĕрлесе типĕтмелле. Вĕлтрен, йÿç пан улми, пилеш, палан, йĕкел - кроликсемшĕн паха апат. Ĕмĕртекен кролик амисене хушăран тăпăрчă, шăмă çăнăхĕ памалла. Хамăр сĕтелтен юлнă апат та кроликсемшĕн чухах. Анчах ăна вăрах тытмасăр парăрS йÿçнĕ апат вар-хырăма пăсать.

Пахча çимĕçе чĕрĕллех памалла. Купăста, кишĕр, кăшман /хĕрли те юрать/, çĕр улми. Ăна лайăх çумалла, тăрăхла темиçе пая касмалла. Кишĕре вакламасăрах пама юрать. Пахча çимĕçе питĕ вĕтĕ турасан читлĕхĕн шăтăклă урайĕнчен тăкăнма пултарать.

 

Шăнтнă е шăнтса ирĕлтернĕ пахча çимĕç те кроликсемшĕн юрăхсăр. Шăнтса ирĕлтернĕ пахча çимĕçе пĕçерсе пама юрать. Анчах ас тăвăрS апата йÿçĕтсе ан ярăр.

 

Комбикорм, тĕш тырă юратса çиеççĕ çак чĕр чунсем. Тĕш тырă пани аванрах та, анчах кĕрпе арманĕпе авăртсан усăлăхĕ ÿсĕ.

 

Кролика кунне виçĕ хутчен апатлантарсассăн çителĕклĕ. Ирхине 8 сехетсенелле пĕр кунхи виçен 30:, кăнтăрла иртсен 4-5 сехетсенелле - 25:, каçхи тăхăр сехетре - ыттине, вăл кулленхи апат виçин çуррине яхăн пулмалла. Каçпа кроликсем лайăх çиеççĕ. Анчах каçхине йÿçмен апат çеç парăр. Унсăрăн чĕр чунсене чире яма пулать.

 

Пĕтĕ тата ĕмĕртекен амасене 4-5 хут апат памалла. Чĕрĕ çимĕçе тĕш тырăпа ылмашăнтарса тăрăр.

 

Ас тăвăр. Кроликсене ытлашши нумай çитерни вĕсене мăнтăра ярать. Мăнтăр аçа юлхавланать, пĕтĕлентерме пăрахать. Ытлашши мăнтăр аман та ĕрчеслĕхĕ пĕчĕк.

 

Тăвар, пурă, шыв çинчен ан манăр. Шыв савăтне кашни кунах çуса таса шыв ярса памалла. Хĕлле аçасене пĕтĕ мар кроликсене юр пама юрать. Пĕтĕ тата ĕмĕттекеннисене ăшă шывпа тивĕçтерсе тăмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.