Архив - 18 Дек, 2014
"Cывлăх" 18.12.2014
"Xыпар" 18.12.2014
"Сывлăх", 50 /815/ №, 18. 12. 2014
Анлă пĕлÿллĕ, яваплă специалист
ПӲЛĔМРИ ЧЕЧЕКРЕН - ФИТОСĔТКЕН
Пӳртри чечексенчен сиплĕ сĕткен мĕнле хатĕрлемелли тата унпа хăçан, мĕнле усă курмалли çинчен малалла каласа паратпăр.
Агава
Америка агавин сĕткенĕ микробсемпе кĕрешекен, вĕрилентернине чакаракан, манкана çемçетекен, шăк хăвалакан, çемçетекен витĕмпе палăрса тăрать.
Мĕнле хатĕрлемелле. Çулçа çумалла, типĕтмелле, вакласа е блендерта вĕтетмелле, марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла.
Вар хытсан 1 чей кашăкĕ сĕткене вĕренĕ чĕрĕк стакан шыва ярса кунне 2 хут апат хыççăн ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
ГРИПП ЕРЕСРЕН СЫХЛАНĂР
Кашни çулах çанталăк сивĕтсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе апртакансен йышĕ ÿсет. Шел те, çынсем час-часах сывлăхĕпе тимлĕ мар, чир хăй тĕллĕнех иртессе шанаççĕ. Анчах сипленмесен чир шала кайма пултарать. Çакна нихăçан та ан манăр.
КУРĂКСЕМ СЫВЛĂХА ЛАЙĂХЛАТАÇÇĔ
Пÿре шыççи пиелонефрит тертлентерсен халăх мелĕсем сиплĕ витĕм кÿреççĕ. Эмел курăкĕсем анальгетик витĕмĕпе палăрса тăраççĕ, шăк хăвалаççĕ, вĕрилентернине чакараççĕ, бактерисене вĕлереççĕ, сывлăха пĕтĕмĕшле лайăхлатаççĕ.
Сар çип ути /зверобой продырявленный/. 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 5 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен 1 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 4 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Курăка бактерисене хирĕç кĕрешнĕшĕн, шăк вăйлă хăваланăшăн, шыççа чакаракан витĕмлĕ пулнăшăн хаклаççĕ.
СИВĔРЕ ÇАРА ПУÇĂН ÇŸРЕМЕЛЛЕ МАР
Сивĕре çара пуçăн çÿреме кăмăллакансене мĕн кĕтет-ха? Тухтăрсем çак асăрхаттарусене шута илме сĕнеççĕ.
Иммунитет чакать
Нумай пулмасть чирлесе ирттермен е час-часах шăнса пăсăлас туртăмлă мар тăк нуль градусран ăшăрах температурăра тутăрсăр-калпаксăрах çÿреме юрать. Анчах температура нуль градусран аяларах ансан урама çара пуçăн ан тухăр. Пуç шăннине пула организм хăвăрт хавшать, иммунитет вăйсăрланать, грипп, ОРВИ пуçланас хăрушлăх ÿсет.
Хăлха нуша курать