СИВĔРЕ ÇАРА ПУÇĂН ÇŸРЕМЕЛЛЕ МАР
Сивĕре çара пуçăн çÿреме кăмăллакансене мĕн кĕтет-ха? Тухтăрсем çак асăрхаттарусене шута илме сĕнеççĕ.
Иммунитет чакать
Нумай пулмасть чирлесе ирттермен е час-часах шăнса пăсăлас туртăмлă мар тăк нуль градусран ăшăрах температурăра тутăрсăр-калпаксăрах çÿреме юрать. Анчах температура нуль градусран аяларах ансан урама çара пуçăн ан тухăр. Пуç шăннине пула организм хăвăрт хавшать, иммунитет вăйсăрланать, грипп, ОРВИ пуçланас хăрушлăх ÿсет.
Хăлха нуша курать
Сивĕ çанталăкра çÿç хăлхасене кирлĕ чухлĕ хÿтĕлеймест. Вичкĕн çил çинче вĕсене чи малтан тăм илет. Хăлхасем сивĕрен ăшă пÿрте кĕрсен те ыратма пуçлаççĕ - температура тăрук улшăннине питĕ япăх чăтса ирттереççĕ. Сисмесĕрех тенĕ пек хăлха шыççи отит аталанать е хăвăлне çăпан тухать. Унсăр пуçне хăлха нервне тутлăхлă япаласем пырса тăрасси пăсăлать, çакна пула илтесси япăхать.
Пуçри пĕтĕм орган юнашар пулнине, пĕр-пĕринпе çыхăнса тăнине манмалла мар: пĕри шыçсан теприне те куçать. Хăлха хăвăлĕсем, сăмсан лăймака сийĕсем, миндалинăсем сиенленеççĕ. Пĕр амак хыççăн тепри аталанать: ангинăран - гайморита, гайморитран фронтита куçать...
Пит нервĕ сиенленет
Вичкĕн çилпе хаяр сивĕ нерв тытăмне сиенлĕ витĕм кÿреççĕ. Юн çаврăнăшĕ пăсăлать, юн тымарĕсем хĕсĕнеççĕ, çакна пула питпе виçĕ юплĕ нерв невралгийĕ пуçланать. Виçĕ юплĕ нерв шыçсан хытă ыратать, пит нервĕ сиенленсен питĕн çурри чалăшса ларма пултарать.
Çÿç тăкăнать
Прическăна пăсас мар тесе калпак тăхăнмастăр-и? Кăлăхах. Сивве пула çÿç япăхма пултарать. Сивĕре юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ, çакна пула юн çаврăнăшĕ пăсăлать, çÿç тымарне апат çителĕклĕ пырса тăрайми пулать, пуç ÿчĕ типет, çÿç тăкăнма тытăнать., тĕссĕрленет, патракланать.