Ачасем - каникулта

21 Окт, 2014

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунă май Чăваш Енĕн хăш-пĕр муниципалитет йĕркеленĕвĕнче электропередача линийĕсем татăлнă. Халĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче 7 сехет те 30 минут тĕлне республикăри 6 районта /Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче/ 35 шкул тата 19 ача сачĕ электричествăсăр пулнă. Муркаш районĕнче лару-тăру уйрăмах çивĕч. Унти 25 шкултан 20-шĕ, 14 ача садĕнчен 12-шĕ электричествăсăр. Çав шутра 12 шкулта тата 7 ача садĕнче электроэнерги çуккипе котельнăйсем ĕçлемеççĕ.

Ăшăпа çутă çуккине кура муниципалитетсен администрацийĕсем шкул ачисене кĕркуннехи каникула яма йышăннă. Юсав ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçленĕ хыççăн вĕренÿ учрежденийĕсем хăйсен ĕçне яланхи йĕркепе малалла тăсĕç.

Вĕренÿ учрежденийĕсенчи лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ.

Н.ИВАНОВ.

Рубрика: 
Автор: