Шупашкарта онлайн-лагерьсем уçăлĕç

18 Мая, 2020

Шупашкарта шкул ачисем валли онлайн-лагерьсем уçма палăртнă. Кун пек форматпа хулари вĕренÿ учрежденийĕсенче халĕ те ĕçлеççĕ. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче уçăлнă «Шкул эфирĕсен марафонĕ» çак уйăхăн 29-мĕшĕччен пырĕ.

Онлайн-лагерсене Шупашкарти шкулсенче 12-шер кунлă сменăпа йĕркелĕç. Вĕсенче ачасем тĕрлĕ ăсталăха дистанци мелĕпе тĕрлĕ кружокра тата ăсталăх класĕсенче алла илĕç, онлайн экскурсисенче пулĕç.

Шупашкарти шкулсенче юлашки шăнкăравсене çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче онлайн ирттерĕç. Çав кун вĕренÿ учрежденийĕсен директорĕсем шкулпа яланлăх сывпуллашакан ачасене ырă сунса видеотрансляци мелĕпе сăмах калĕç.

www.hypar.ru gcheb.cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

.

Рубрика: 

Комментировать