Уявсенче те хăрушсăрлăх пирки манмалла мар

21 Дек, 2018

«Пирĕншĕн хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем яланах малти вырăнта. Çывхарса килекен уявсен вăхăтĕнче те çакăн пирки манмалла мар. Çынсене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине, тимлĕхе çухатмалла маррине аса илтермелле», — терĕ паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата синкерлĕ лару-тăрăва асăрхаттарас, сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвне уçнă май.

Регион Пуçлăхĕ статистикăна та аса илчĕ. 2017 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи кăрлачăн 10-мĕшĕччен пирĕн республикăра 35 пушар тухнă, 1 çын вилнĕ. 2016-2017 çулсенче çав тапхăрта вут-çулăм 39 хутчен алхаснă, 6 çын пурнăçĕ татăлнă. «Паллах, уявсем çынсен кăмăл-туйăмне çĕклеççĕ, анчах çакă явапсăр пулмаллине пĕлтермест», — терĕ Пуçлăх.

Ларура ЧР вĕрентÿ министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — надзор тата профилактика ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ Николай Петров халăх йышлă пухăнакан объектсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕн туни пирки каласа кăтартрĕç. ЧР ШĔМĕн общество йĕркелĕхне сыхлакан полицийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Александр Макаров пиротехника изделийĕсене сутакансем тата усă куракансем саккунсене мĕнле пăхăнни пирки доклад турĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментировать