Хĕллехи тапхăра хатĕр-и?

14 Ноя, 2018

Сивĕ кунсем пуçланчĕç çеç-ха, çапах хăшĕсем пĕве-кÿлĕре тин çеç ларма тытăннă пăр çине кĕме те шикленмеççĕ. Тутарстанра çак кунсенче çул çитмен ача пăр çурăлнăран шыва анса кайнă тĕслĕх пулнă.

«Пирĕн республикăра ун пек инкек хальлĕхе пулман. Çапах çынсем пăр паянхи кун çÿхе иккенне темшĕн шута илесшĕн мар, уйрăмах пулăçсем. Аслисене кура ачасем те пăр çине кĕреççĕ. Инспекторсен пĕр ушкăнĕ çак эрнере Шупашкарти залива çитсе килчĕ. Унта пулăçсем лараççĕ, юнашарах ачасем чупса-выляса çÿреççĕ. Пăр ытла çÿхе вырăна лексен тÿрех сивĕ шыва анса кайма пултараççĕ-çке. Хулăнăшĕ 7 сантиметртан ытларах чухне çеç пăр çине кĕме юрать», — терĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн çынсен шыв объекчĕсенчи хăрушсăрлăхĕн пайĕн пуçлăхĕ, пĕчĕк карапсен патшалăх тĕп инспекторĕ Герман Майков.

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăри çăлавпа шырав службинче канашлу иртрĕ. Унта çуллахи шыва кĕмелли тапхăра пĕтĕмлетрĕç, кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра шыв объекчĕсенчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçе мĕнле хатĕрленнине сÿтсе яврĕç. Мероприятие Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн, Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн /ГИМС/, çăлавпа шырав службин ĕçченĕсемпе пĕрлех ШĔМĕн общество йĕркелĕхне сыхлакан управленийĕн, транспорт полицийĕн лини пайĕн, транспорт прокуратурин представителĕсем те хутшăнчĕç.

Канашлу умĕн ГИМС ĕçченĕсемпе çăлавçăсем кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕр е хатĕр маррине, ятарлă техникăн юсавлăхне тĕрĕслерĕç. «Çак йыш хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама, шыв объекчĕсенче инкеке лекекен çынсене пулăшма-çăлма хатĕр. Вĕсене пурне те хĕллехи тумпа тивĕçтернĕ. Эпир çавăн пекех хамăрăн техникăн — автомобильсен, аэроçунасен, юр ашансен /снегоход/, квадроциклсен — тăрăмне тата хатĕрлĕхне тĕрĕслерĕмĕр. Пурте йĕркеллех», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Герман Майков.

Ятарлă техника пирки калас тăк — çăлавпа шырав служби çулталăк каялла «Патруль» аэроçуна илнĕ. Вăл шăпах хальхи пек тапхăрта, пĕве-юхан шывра пăр ларма çеç пуçланă чухне, питĕ кирлĕ. Çакнашкал кунсенче шыва кимĕпе, катерпа кĕме май çук, «Марс» карап /вырăсла — судно на воздушной подушке/ та çÿхе пăр валли мар. Аэроçуна вара çÿхе пăр, утрав е хăмăшлăх тăрăх та хăвăртах çÿреет. «Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Инкеке лекнĕ çынна пулăшас тенĕ чухне кашни çеккунт хаклă. Пĕлтĕр эпир ку аэроçунапа темиçе хут та усă курнă», — каласа кăтартрĕ республикăри çăлавпа шырав службин пуçлăхĕ Николай Глухов.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: 

Комментировать