Тольяттинчи чăвашсем Чÿклеме уявне ирттернĕ

12 Ноя, 2018

Самар облаçĕнчи Тольятти хулинче пурăнакансем нумаях пулмасть Чÿклеме уявне ирттернĕ. Асăннă хулари чăвашсен наципе культура автономине ертсе пыракан Александр Бикмурзин «Хыпар» издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, уява вырăнтисем çеç мар, Тутарстанти, Чĕмпĕр облаçĕнчи, Чăваш Енри Çĕрпÿ районĕнчи пултарулăх коллективĕсем пухăннă.

Алăпа сухапуç тытнă, çурлапа тырă вырнă вăхăт, Турра шĕкĕр, тахçанах хыçа юлнă. Апла пулин те çĕр ĕçченĕн тăрăшăвĕ паян та хисеплĕ, хура çăкăр халĕ те хаклă. Шăпах çавна тĕпе хураççĕ те Тольяттинчи чăвашсем. Сĕтел тĕрлĕ апат-çимĕçпе авăннă: пахча çимĕç те тулăхлатнă ăна, хуплупа сăра та.

Чÿклемене пухăннисене Тольяттинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ шефа илнĕ 182-мĕш ача пахчинчи шăпăрлансем сцена çине тухни, Чăваш Енрен çитнĕ «Ямаш», Ульяновскри «Сăрнай» ушкăнсем те килĕшнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать