Сăмахпа мар, ĕçпе: Вăрман-Çĕктер шкулĕнче фольклор ансамблĕ ĕçлет

26 Окт, 2018

Шупашкар районĕнчи Вӑрман-Ҫĕктер шкулĕнчи пуҫламăш шкулта вĕренекенсен чӑваш фольклор ансамблĕ ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне ӑнӑҫлӑ пуҫланӑ. Унăн ертÿçи - Антонина Лукина.

"Чӑваш чĕлхине, чӑвашлӑха сыхласа хӑварас пирки питĕ нумай калаçатпăр. Антонина Владимировна вара калаҫуран  ĕҫе кӳленнĕ - пуҫламӑш класри ачасенчен фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ. Çак ĕҫе нумай çул пурнăçлать", - пĕлтерчĕ "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине хăйĕнпе Николай Павлов тесе паллаштарнă пирĕн вулаканăмăр. 

"Шутласа пӑхӑр-ха: ҫак 25 чӑваш пепки чӑвашсен авалхи йӑли-йĕркине вĕренет, тумтир вӑртӑнлӑхĕсемпе паллашаҫҫĕ,  чӑваш юррисене вĕренеҫҫĕ çеç те мар, паллӑ кашни юрӑ историйĕпе паллашаҫҫĕ", - хавхаланса пĕлтерчĕ вăл пире.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать