Çĕнĕ кĕнеке: Çурçĕре парăнса, Чăваш Ене манмасăр
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Чĕнчĕ муза Çурçĕре» кĕнеке «пиçсе» тухрĕ. Ăна СССР Художникĕсен союзĕн членне, РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ художникне, Чăваш Республикин ăслăлăхпа ÿнер наци академийĕн хисеплĕ членне Владимир Мешкова халалланă.
Авторĕ — Шупашкар районĕнчи Ишекри тавра пĕлÿ музейĕнче чылай çул ĕçленĕ Галина Соловьева. Ал çырăва Валерий Алексеев редакциленĕ. 1000 экземплярпа пичетленнĕ кĕнекере — сăн ÿкерчĕксем, художник ăсталанă линогравюра ÿкерчĕкĕсемпе иллюстрацисем, Владимир Мешков çинчен каласа кăтартнисем.
Шупашкар районĕнчи Çатра Марка ялĕнче çуралса ÿснĕ художник Владимир Мешков пурнăçĕн ытларах пайне Красноярск тăрăхĕнче ирттернĕ пулин те Чăваш Ен çĕрĕпе кăвапаран çыхăннине яланах туйса тăнă.
— Тавра пĕлÿçĕ хайлавне хатĕрленĕ чухне ÿнерçĕн хĕрĕсем каласа панисемпе, хамăр çÿретнĕ çырусенчи хăш-пĕр йĕркесемпе усă куртăм. Хăйĕн ăсталăхне куллен çине тăрса аталантарнипе, ку енĕпе професси пĕлĕвĕ илмесĕрех çавнашкал çÿллĕ шая çĕкленме пултарни тĕлĕнтерет мана — çак туйăма вулакан умĕнче уçатăп та. Унра патриот юнĕ чупнипе мăнаçланатăп, — шухăшне палăртать Галина Семеновна.
Комментировать