Теччĕре "Яковлев еткерлĕхĕ - тĕнче пуянлăхĕ" ăслăлăх-практика конференцийĕ ĕçлет
Теччĕ çĕрĕнче чăваш, тутар, мордва, вырăс халăхĕсен ывăлĕ-хĕрĕ пĕр çемьери пек туслă килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем паян Шупашкар хăнисене тăватă халăх юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе кĕтсе илчĕç.
Теччĕ районĕн культура çуртĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитнине паллă тунă май "И.Я. Яковлев еткерлĕхĕ - паянхи тĕнче пуянлăхĕ" ăслăлăх-практика конференцийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Конференцие Теччĕ муниципалитет районĕн пуçлăхĕ Рамис Сафиуллов уçрĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов паянхи кун чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине И.Я. Яковлевăн ĕçĕ- хĕлĕн ят-сумĕ çулсем иртнĕ май ÿссех пынине палăртрĕ, конференцие хутшăнакансене ăнăçлă ĕçлеме ырă сунчĕ.
Чăваш Республикинчи халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков "И.Я.Яковлев - чăвашсен паллă педагогĕ-просветителĕ" темăпа доклад турĕ. Тухса калаçакансен шутĕнче çавăн пекех Кăнна Кушкинчи музей директорĕ Алексей Пыркин, çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Анатолий Байдеряков, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕсем Тамара Артемьева, Татьяна Осокина, "Тăван Атăл" журнал редакторĕ Лидия Филиппова, ыттисем пулчĕç.
Комментировать