Япони делегацийĕ Чăваш Енпе малалла паллашать: ĕçтешлĕх çыхăнăва çирĕплетет

30 Мар, 2018

Японин Раççейри чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Тоехис Кодзуки ертсе пыракан делегаци ĕнер Шупашкарти тĕп предприятисене çитсе курни çинчен пĕлтертĕмĕр ĕнтĕ. Паян вĕсем республикăпа паллаштаракан программăпа килĕшÿллĕн Çĕнĕ Шупашкарти çĕршыв пĕлтерĕшлĕ производствăсенче пулса курчĕç.

Сумлă хăнасем малтан «Керамика» тулли мар яваплă обществăна çитрĕç. Предприятире тăмран хĕртсе изделисем тăвакан ку чухнехи пысăк технологиллĕ комплекссем тата акрилпе гидромассаж ваннисем хатĕрлекен завод вырнаçнă. Виççĕмĕш производство комплексĕ хута кайнăранпа тĕрлĕ формăллă тата виçеллĕ ваннăсен ассортименчĕ татах пуянланнă. «Santek» суту-илÿ маркипе тавар кăларакан завод 2011 çулта уçăлнă. Делегаци производство технологийĕпе паллашрĕ.

Хĕвел модулĕсем туса кăларакан заводра Александр Петров директор тулли мар яваплă общество кăçал проектпа палăртнă хăватпа ĕçлеме тытăнни, пĕтĕм тĕнчери пахалăх сертификатне тивĕçни çинчен пĕлтерчĕ. «Хĕвел» ООО хăйĕн продукцине çĕршывĕпех салатать.

Виççĕмĕш обьектăн — 1979 çулта 24 гектар çинче хĕллехи ăшă теплицăсем тума тытăннă «Ольдеевская» агрофирмăн — ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă. Агрофирма юлашки вăхăтра çулленех модернизаци программипе çулленех киввине сÿтсе 2 гектар йышăнакан çĕнĕ теплица хута ярать. Унчченхи лутраччĕ, кашни тăваткал метр лаптăкран 44-45 килограмран ытла çимĕç илеймен. Хальхи 5 метр çÿллĕш, асăннă лаптăкран ăна 60 килограмм туса илме май пур. Автономи котельнăйĕ продукци хăйхаклăхне 25-30% чакарать. Тавралла юр выртать, рабочисем вара теплицăра помидор пуçтараççĕ, хăяр татаççĕ. Инçет Хĕвелтухăç çĕршывĕн хăнисем ешĕл пахча çимĕçе кăмăлтан тутанчĕç. Ĕçтешлĕх çыхăнăва çирĕплетнине кашни лайăх ăнланчĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать