Чăваш Ен делегацийĕ Сочири форума хутшăнĕ

Нарăсăн 15-16-мĕшĕсенче Сочи хулинче Раççей инвестици форумĕ иртет. Унта Чăваш Енĕн официаллă делегацийĕ хутшăнассине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтерчĕ.

Форум вăхăтĕнче республика Крымпа тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен тунă килĕшĕве тăсма, Кабарда-Балкар Республикипе çавнашкал килĕшĕве алă пусма палăртнă. Çавăн пекех Минскри трактор завочĕпе пирĕн ял хуçалăх академийĕнче çав предприяти техникин сервис класне уçас тĕлĕшпе тивĕçлĕ документа çирĕплетмелле. Ытти тĕлпулу та усăллă пулмалла. ЧР Пуçлăхĕ форума федерацин мĕнпур министрĕ хутшăнассине палăртнă май вĕсемпе татса памалли ыйтусене хатĕрлеме хушрĕ — калаçма майсем пулĕç.

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментировать