Чăваш Ен команди - пĕтĕм Раççейри ГТО фестивалĕн пăхăр призерĕ

9 Ноя, 2017

«Артек» тĕнчери ача-пăча центрĕнче шкул ачисен хушшинчи пĕтĕм Раççейри ГТО фестивалĕ иртнĕ. Мероприяти юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче уçăлнă.

Фестиваль йĕркелÿçисем — Раççей Федерацийĕн спорт тата вĕрентÿпе спорт министерствисем. Тупăшура 85 регион команди хутшăннă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче 8 çамрăк: Дарья Мишанина, Полина Хураськина, Валентин Никитин, Богдан Миронов, Рената Чайникова, Анастасия Охотникова, Даниил Павлов тата Иван Кузьмин. Чи кĕçĕнни — Полина Хураськина. Вăл 11 çулта, Патăрьел районĕнчен. Чи асли — вун пиллĕкре, вăл Çĕрпÿ районĕнчен. ГТО комплексĕн ылтăн значок хуçисем вĕсем.

Команда Крымран таврăнсанах, чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче пресс-конференци иртрĕ. Чăваш Енĕн физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков тата вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев маттур спортсменсене саламларĕç, ыйту-хурав евĕрлĕ калаçу ирттерчĕç. Командăри кашни хутшăнакана тав хучĕпе чечек çыххи парса чысларĕç. Конференцие çамрăк спортсменсен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем килнĕ. Хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн мăнаçланни паллă. Полина Хураськинăн ашшĕ-амăшĕ кашине кутамкка парнелерĕ.

Чăваш Ен ятне çĕклекенсем 3 эрнене яхăн хăйсен вăйне тата ăсталăхне тĕрĕсленĕ. Пресс-конференцинче вĕсем хăйсен кăмăл-туйăмне уçса пачĕç. Çĕнтерÿшĕн савăнса куççульне пытармарĕ хăшĕ-пĕри. Йывăр пулсан та пуçне усман вĕсем. Малти вырăна талпăннă.

Спорт тупăшăвĕ çак дисциплинăсемпе иртнĕ: 60, 1500, 2000 метр чупасси, пĕр вырăнтан тăршшĕне сикесси, хĕснĕ сывлăш винтовкинчен пересси, 50 метр ишесси, тупă ывăтасси, вăй гимнастики, çăмăл атлетика эстафети. Чи вăйлин ятне çĕнче илессишĕн 680 шкул ачи тупăшнă. Улатăр районĕнчи Дарья Мишанина харпăр хăй тупăшăвĕнче 535 очко пухса 3-мĕш вырăна тухнă. 14-15 çултисен хушшинчи ăмăртура пăхăр призер — Даниил Павлов.

Фестивале шанса янă шку.л ачисем çирĕплĕхĕ тата туслăхĕ команда малтисен ретĕнче пулни урлă палăрчĕ темелле. Ку таранччен ГТО фестивалĕнче пысăк кăтарту пулман. 3529 очко пухса Чăваш Республики пăхăр призера тивĕçнĕ! 1-мĕш вырăнта Удмурт Республики /3705 очко/, 2-мĕшĕнче — Новосибирск облаçĕ

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать