Китай хăнисем Чăваш Енри мороженăя кăмăлланă

8 Авг, 2017

Ĕнер, çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Китай делегацийĕ Йĕпреç тата Вăрнар районĕсенчи сĕт-çу тирпейлекен предприятисенче пулнă. Вĕсем пирĕн республикăра туса кăларакан мороженăя кăмăлланă.

Инçетре килнĕ хăнасем Йĕпреç районĕнчи Пучинкери сĕт-çу заводĕнче, «Волга АЙС» акционерсен обществинче, Вăрнар поселокĕнчи çусăрлатнă сĕт заводĕнче пулнă. «Волга АЙС» предприятире пулнă чух Китайри ĕçлĕ çынсем унта туса кăларакан мороженăя /предприятире ăна 50 ытла тĕрлине туса кăлараççĕ) кăмăлланине пĕлтернĕ.

 Чăваш Енри предприятисемпе паллашнă май хăнасем икĕ еншĕн те усăллă майпа килĕштерсе ĕçлес ыйтăва хускатнă.
 

Комментировать