Шупашкарти библиотекăсене писательсемпе поэтсем капăрлатĕç

25 Июл, 2017

Шупашкарти тăватă библиотекăна çывăх вăхăтра писательсемпе поэтсем капăрлатĕç. Тĕрĕсрех каласан, вĕсен портречĕсене çак учрежденисен мал енне ÿкерсе тухĕç.

Проект авторĕ - республикăн тĕп хулинчи В. Маяковский ячĕллĕ библиотекăн "Росянка" пайĕн заведующийĕ Юлия Шелтукова "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, "Лукойл" общество ирттернĕ социаллă тата культура программисен конкурсĕнче Шупашкарти библиотекăсен пĕрлешĕвĕ "ART-Libraries" проектпа çĕнтернĕ. Çав укçапа Шупашкарти тăватă библиотека умне писательсемпе поэтсен граффити мелĕпе ÿкернĕ портречĕсем йышăнĕç. Ĕçе çурла уйăхĕн çуррисенче пуçăнасшăн, юпа уйăхĕсенче вĕçлесшĕн. Хăш библиотекăна хăш çыравçăн сăнĕпе илемлетессине проект авторĕсем хальлĕхе вăрттăнлăхра тытаççĕ. 

 

Рубрика: 

Комментировать