Эльбрус çинче чăваш сăвви янăратăр тесен конкурса хутшăнмалла

18 Июл, 2017

Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерстви тата "Динамо" физкультурăпа спорт обществи сăвă конкурсĕ ирттерет. Унта служба тивĕçне пурнăçланă чух пуçне хунă йĕрке хуралçисене халалласа çырнă 12-16 йĕркеллĕ сăвăсене йышăнаççĕ. Конкурс çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. Унта 16 çултан кĕçĕнрех кирек епле ача сăввине те - пĕччен çырнине те, ушкăнпа шăрçаланине те - йышăнаççĕ.

Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Енри шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсем Раççейри тата Европăри чи çÿллĕ ту, Эльбрус, çине хăпарнă кун тĕлне - çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ валли пĕтĕмлетĕç. Çавăн чухне Эльбрус ту хысакне асăну хăми вырнаçтарĕç. Астăвăм вăхăтĕнче конкурсра суйласа илнĕ чи лайăх виçĕ сăвва вуласа парĕç. Конкурс материалĕсене dynamo-cheb@yandex.ru электрон адреспа йышăнаççĕ. Унта хăвăр ятăр-шывăра, çыхăнмалли телефон номерне, вĕренÿ учрежденине кăтартма ан манăр.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать