Акатуя каякансем - Красноярскра

1 Июн, 2017

"Пӗрлӗхре - вӑй" ятпа ĕнер Красноярскри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче ҫавра сӗтел иртнĕ. Унта  çĕршывăн тӗрлӗ регионӗнчи чӑваш автономийӗсен представителӗсем хутшӑннă.

Чăваш Ен делегацийĕпе тухса кайнă "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ Ирина Кошкина пĕлтернĕ тăрăх,  "вӗсем тӗрлӗ хулапа ялта пурӑнаҫҫӗ, анчах кашнин пӗр тӗллев: чӑваш чӗлхине упраса хӑвармалла, культурӑна аталантармалла". Хаçатçă асăрханă тăрăх, "çак тӗлӗшпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ вӗсем, ку ӗҫе ҫамрӑксене те явӑҫтараҫҫӗ".

"Ахальтен мар ҫамрӑксемпе пӗрле ҫулҫӳреве тухнӑ эпир. Яшсемпе хӗрсем ҫӗннине пӗлччӗр, тӗрлӗ регионти чӑвашсем мӗнле пурӑннине курччӑр. Ҫамрӑксем пирӗн пуласлӑх", - палӑртнă ЧНК вице-президенчӗ Валерий Клементьев. Красноярск крайӗнчи чӑваш автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов хӑйсен регионӗнче чӑвашсем сахалланине пӑшӑрханса каланă. "Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Красноярскра 30 пине яхӑн ҫын пурӑннӑ, халӗ - 11 пин ҫын. Чӑваш ялӗсем те чылайччӗ, халӗ пӗрре ҫеҫ. Унти шкулта тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ, кун пирки учительсемпе чылай калаҫрӑм",- пӗлтернӗ Геннадий Иванович. Красноярскра ҫулленех Иван Яковлев ҫуралнӑ кунне, Акатуй, чӳклеме уявӗсене паллӑ тăваççĕ.

"Мурманскран Байкала ҫити" ятпа Иркутскра иртекен Акатуя каякансем Красноярскри халӑхсен культурисен центрне те ҫитсе курнă. Унта ӗҫлекен Валентина Зорина экскурси ирттернӗ май вырӑнти чӑваш автономийĕпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине пӗлтернӗ. "Ҫулленех Татышев утравӗнче "Содружество на Енисее" уяв иртет. Кашнинчех тӗрлӗ халӑх культурипе паллашатпӑр, кӑҫал ав уявшӑн чӑвашсем яваплӑ", - тенӗ Валентина Станиславовна. Ĕнерхи кун чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗпе вӗҫленнӗ. Чылайччен алӑ ҫупнă Красноярск чӑвашӗсем. "Чӑваш Республикинчен хӑнасем килни пирӗншӗн хӗвел хытӑрах хӗртнипе танах", - савӑнӑҫне пытараймасӑр калаҫнă вӗсем. Çавсенчен пĕри, Василиса Арсланова каланă тарăх, вăл Красноярскра ҫуралса ӳснӗ, чӑвашла ӑнланатть, анчах ирӗклӗн калаҫаймасть. "Ҫакӑ шкулта чӗлхене вӗренменнипе те ҫыхӑннӑ-тăр, - тесе каланă хĕрарăм. - Апла пулсан та эпӗ чӑвашлӑхшӑн ҫунатӑп. Чӑваш юррисене илтсен вара ташламасӑр пултараймастӑп. Мӗншӗн тесен чӗре ҫапла ыйтать. Манра чӑваш юнӗ чупать вӗт. Красноярскри чӑвашсен автономине 10 ҫул каялла кӗтӗм, хамӑр ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарма тӑрӑшатӑп. Шел те, чылайӑшӗ: "Ҫакӑ мана кирлех мар", - тет. Пирӗн чӑваш пулнинчен вӑтанмалла мар. Ҫавӑнпа 7-ри хӗрӗме Маргаритӑна чӑвашла калаҫма вӗрентетӗп. Вӑл тӗрлӗ мероприятире чӑваш сӑввисем вулать".

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать