Пушарнăйсемпе çăлавçăсен ĕçне тĕплĕн çутатнăшăн тав турĕç

9 Фев, 2016

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче "Хыпар" Издательство çуртĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме тесе тăрăшакансен пĕр ушкăнĕ - Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО/ Чăваш регион уйрăмĕн председателĕн заместителĕ Галина Кулагина тата Татьяна Дергунова аслă инструктор, ВДПО ĕçченĕ Константин Петров, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-службин пуçлăхĕ Ольга Нягина - пулчĕç.

Вĕсем Издательство çуртĕнче ĕçлекенсене "Хыпар" хаçат тухма пуçланăранпа 110 çул çитнĕ тата "Тантăш" 85 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламларĕç. Ольга Нягина Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн Станислав Антоновăн саламне вуласа пачĕ, республикăри пушарнăйсемпе çăлавçăсем "хыпарçăсен" ĕçне пысăка хурса хакланине палăртрĕ. "Хыпар" Издательство çурчĕн пултаруллă коллективĕн çитĕнĕвĕсемшĕн чĕререн савăннă май сире Раççей МЧСĕн нумай енлĕ ĕçне ăста тата обьективлă çутатнăшăн тав тăватпăр. Эпир сирĕнпе малашне те Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн пĕр-пĕринпе çыхăнса ăнăçлă ĕçлессе шанатпăр", - тенĕ генерал-майор саламĕнче. Сумлă хăнасем республикăри халăхăн хăрушсăрлăх культурине йĕркелес ĕçе хастар хутшăннăшăн "Хыпар" Издательство çуртне, "Хыпар", "Тантăш", "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатсен корреспонденчĕсене Тав хучĕпе парнесем парса чысларĕç. Галина Кулагина коллектива огнетушитель тата "Пушар хăрушсăрлăхĕ" стенд парнелерĕ. Константин Петров пухăннисене огнетушительпе мĕнле усă курмаллине кăтартрĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене тепĕр хут аса илтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Теги: