"Хыпар" Издательство çуртĕнче хăнара - Иван Моторин премьер-министр

5 Фев, 2016

Эрнекун "Хыпар" Издательство çуртне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата информаци политикин министрĕ Александр Иванов хăнана килчĕç, журналистсемпе курнăçрĕç. "Çавра сĕтел" хушшинче интереслĕ те ăшă калаçу пулчĕ.

Хăнасем чи малтанах Издательство çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕç. Директор - тĕп редактор Михаил Арланов иртнĕ уйăхра 110 çул тултарнă "Хыпар" çинчен каласа пачĕ, Издательство çурчĕн ытти кăларăмĕпе, коллектив умĕнчи тĕллевсемпе, çивĕч ыйтусемпе паллаштарчĕ. Çав шутра - пичет кăларăмĕсен тиражне ÿстересси, автономи учрежденийĕн финанс лару-тăрăвне лайăхлатасси, коллективăн ĕç укçине пысăклатасси. Иван Борисович паянхи лару-тăрура хаçатсем валли бюджетран ытларах укçа уйăрасса кĕтни вырăнсăррине палăртрĕ, эппин, Издательство çурчĕн ертÿçисен, ытти ĕçченĕн тупăш илес тĕлĕшпе хăйсен пуçаруллăрах пулмалла.

Паллах, журналистсем премьер-министрпа курнăçнипе усă курса республика экономикин çивĕч ыйтăвĕсене те çĕклерĕç. Сăмахран, промышленноç производстви чакни. Иван Моторин çирĕплетсе калать: Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсем тĕпрен илсен ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле кăтарту чакни вара "Трактор завочĕсем" концерн предприятийĕсем "такăннипе" сăлтавланнă.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн ытларикунхи номерĕнче.

Н.КОНОВАЛОВ

Теги: