Ырри çĕнтерчĕ!

15 Сен, 2015

Тăвай. Районти суйлавçăсен ăнланăвĕ, хастарлăхĕ ÿссе пынине хальхи сасăлавăн пĕрлехи кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ аван çирĕплетрĕ. Тăвай тăрăхĕнчи 30 суйлав участокĕсен алăкĕсем уçăлсанах çынсем хăйсен граждан тивĕçне пурнăçлама йышлăн килме пуçларĕç. Кăнтăрла çитнĕ тĕле списока кĕртнисенчен 60 ытла проценчĕ бюллетене урнăна яма ĕлкĕрнĕ, юлашки пĕтĕмлетÿпе Тăвайсен 86,26 проценчĕ сасăлава хутшăннă. 9283 суйлавçăран 7209-шĕ /77,66:/ Михаил Игнатьевшăн сасăланă. Ытти кандидатсен кăтартăвĕ 9 процентран та пĕчĕкрех.

Кивĕ Пуянкассинчи суйлавçăсен 93:, Тенеялсен - 92,4, Ураскассисен, Лачкассисен 90: хăйсен сассине пĕрремĕш номерлĕ кандидатшăн панă.

Валерий ЧАЙКИН.

 

Красноармейски. Территори суйлав комиссийĕн председателĕ Аркадий Лебедев пĕлтернĕ тăрăх - вырсарникунхи пĕрлехи сасăлава Трак енсем те пысăк хастарлăхпа хутшăннă. Алла бюллетень илнĕ 9207 суйлавçăран 7144-шĕ республикăн паянхи ертÿлĕхĕ тытса пыракан политикăпа килĕшнине пĕлтернĕ, хăйĕн сассине Михаил Игнатьевшăн панă.

Михаил Васильевичшăн Карайсем /88,62:/, Ямайкассисем /88,16:/, Яманаксем /88,01:/ тата Крентейкассисем /86,3:/ ытларах сасăланă.

Виктор ДАНИЛОВ.

 

Хĕрлĕ Чутай. Республика Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе депутачĕсен суйлавне районти 40 комисси тĕплĕ хатĕрленнĕ. Хĕрлĕ Чутай салинчи суйлав комиссийĕн председателĕ Елена Герасимова пĕлтернĕ тăрăх - суйлавçăсем бюллетень илме 8 сехетрех черете тăнă. "Ытти çулсенчи суйлав кампанийĕсемпе танлаштарсан кăçалхи суйлавçăсем хастарлăхĕпе палăрчĕç", - терĕ вăл.

Районта суйлав лăпкă лару-тăрура иртнине палăртма кăмăллă. Суйлавçăсен 78 проценчĕ алла бюллетень илнĕ. Михаил Игнатьевшăн сасăланисен кăтартăвĕ пысăк - 60,44 процент. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе депутачĕсен мандачĕсене ытларах "Единая Россия" парти сĕннĕ кандидатсем илнĕ.

Юлия МАРЕЕВА.

 

Вăрнар. Ку тăрăхра пурăнакансенчен чылайăшĕ республикăпа районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн, тĕллевлĕ малашлăхшăн, çамрăк ăрăвăн пуласлăхĕшĕн сасăларĕ. Территорири суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - суйлава списока кĕртнĕ çынсен 76,4 проценчĕ хутшăннă. Вăрнарсен пысăк пайĕ - 71,51 процент - хăйĕн сассине Михаил Игнатьевшăн панă. Олег Николаев - 15:, Валентин Шурчанов - 8,3:, К.Субботин 2,13: сасă пухнă.

Вăрнар район депутачĕсен Пухăвĕ питех çĕнелмерĕ, малтанхи чылай депутат тепĕр тапхăра мандат илчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

 

Комсомольски. Суйлава районта пурăнакансем нихçанхинчен пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен социаллă хастарлăхне туллин палăртрĕç. Нумайăшĕ ирхине суйлав участокĕсем уçăлнă вăхăтах çитрĕ, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртма васкарĕ. Сасăлав пыракан участоксенчен кунĕпех çын татăлмарĕ. Списока кĕртнĕ 19394 суйлавçăран 15485-шĕ урна умне тăчĕ. Ку - суйлавçăсен 79,8 проценчĕ. 2010 çулхи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавне вара суйлавçăсен 48,8 проценчĕ çеç хутшăннăччĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсенчен пирĕн тăрăхра Михаил Игнатьев чи нумай сасă пухнă, уншăн 12417 çын е суйлавçăсен 80,19 проценчĕ сасăланă. Ытти кандидатăн кăтартăвĕ 8 процентран пĕчĕкрех.

Любовь ШУРЯШКИНА.