Тĕп вырăнта ‐ суйлав, бюджет, автоçул...

15 Сен, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республика влаç органĕсен, федераци ведомствисен территорири органĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăвăн пĕрремĕш ыйтăвĕпе Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков сăмах илчĕ. Ун умĕн Михаил Игнатьев иртнĕ суйлав пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. "Республикăра пурăнакан, суйлава хутшăнма пултаракан халăхăн 58 проценчĕ суйлав участокĕсене пырса вăл е ку кандитатшăн сасăланă, çав шутра 65 проценчĕ - Михаил Игнатьев кандитатшăн. Маншăн сасă панă суйлавçăсене тав тăватăп, - терĕ Михаил Васильевич. - Çак тапхăрта республика тăрăх нумай çÿрерĕм, халăхăн шухăш-кăмăлĕпе паллашрăм, суйлавçăсемпе куçа-куçăн калаçрăм. Вĕсем мана шаннине тÿрре кăлармалла. Тăван Чăваш Ен, Раççей халăхĕсен умĕнче лартнă тĕллевсене пурте пĕрле пурнăçлатпăрах. Çавăн пекех Раççей Президентне Владимир Путина мана шаннăшăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн вырăнне йышăнма суйлава хутшăнма ирĕк панăшăн тав тăватăп. Ытти кандидатсен программисенчи пĕлтерĕшлĕ шухăшсене те шута илĕпĕр, малашлăхри ĕçсенче усă курăпăр. Пĕлтерĕшлĕ самантсем чылай вĕсен программинче те. Çĕнĕрен суйланнă депутат шурсухалсен паха опычĕпе те туллин усă курмалла".

Александр Цветков пĕлтернинчен: "Чи пĕлтерĕшлĕ кăтарту маншăн - суйлав ăнăçлă, ĕнентерÿллĕ кăтартупа иртни. Суйлав кунĕнчех çакăн пек пуласса шаннă: пур çĕрте те уяв сĕмĕ палăратчĕ, халăх пичĕ-куçĕ кулăпа çиçетчĕ. Çавăн пек çын хирĕçтăруллă кăмăллă пулма пултараймасть. Кандидатсен хăйсен кăтартăвĕсем тĕрĕс мар тесе хирĕçлеме сăлтав çук. Кашни парти, кандидат мĕнле ĕçленĕ - çав кăтартăва тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлас ĕç пирки чарăнса тăрас-тăк çакна каламалла: суйлавçăсен хастарлăхĕ пысăкки палăрчĕ. Михаил Игнатьев тупăшăва тухнă кандидатсене пысăк кăтартупа çĕнтерчĕ - хальхи вăхăт тĕлне унăн 65 процент. Ытти кандидатсен кăтартăвĕсем çакнашкал: Олег Николаевăн - 15 процент, Валентин Шурчановăн 13 процента яхăн, Константин Субботинăн - 3,4 яхăн".

Александр Иванович çавăн пекех районсенче мĕнле сасăлани пирки те чарăнса тăчĕ. Пур çĕрте те суйлава хастар хутшăннă. Улатăр, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче пурăнакансенчен пысăк пайĕ хăйсен сассине Михаил Игнатьевшăн панă. Хуласене илес пулсан, ытти чухне вĕсем суйлавсем çине сÿрĕккĕн пăхнă пулсан, хальхинче хастарлăхне ÿстернĕ. Сăмахран, Улатăр районĕнче суйлавçăсен 66 проценчĕ Михаил Васильевичшăн сасăланă, Шупашкарта - 50 процент ытла. Александр Цветков палăртнă тăрăх, халиччен çакăн пек кăтарту пирĕн тăрăхри хуласенче Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн кăна пулнă.

Шупашкар хула пухăвне суйлас тĕлĕшпе пур округра та "Единая Россия" тăратнă кандидатсем çĕнтернĕ. Хула пухăвне тăватă парти депутачĕсем суйланнă. "Яблоко" тата "Патриоты России" партисем хула пухăвне суйланма тивĕçлĕ сасă пуçтарайман. Çĕнĕ Шупашкарти 52 участокри бюллетеньсене автомат пулăшăвĕпе шутланă. Кунта пĕтĕмпех тĕрĕс - хушма та, кăларса пăрахма та май çук. Александр Цветков суйлав ĕçне массăллă информаци хатĕрĕсем питĕ хастар хутшăннине те палăртрĕ. Юлашкинчен вăл Михаил Игнатьева суйлавра çĕнтернĕ ятпа саламларĕ.

Канашлура пăхса тухнă иккĕмĕш ыйту - Чăваш Республикин 2015 çулхи бюджетне 8 уйăхра пурнăçлани çинчен. Асăннă ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина калаçрĕ.

Министр палăртнă тăрăх - 2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕ тупăш тĕлĕшпе 24773,1 млн тенкĕ чухлĕ пурнăçланнă /иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан 101 процент/, çав шутра налук тата налук мар тупăшсемпе - 14025,8 млн тенкĕ /иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен - 1,2 процент ытларах/. 2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне налук тупăшĕ 13360,2 млн тенкĕ пулнă, иртнĕ çулхи çав тапхăрпа танлаштарсан - 101,2 процент. Налук мар тупăша илсессĕн кăтартусем çапларах - 665,6 млн тенкĕ. Иртнĕ çул çав вăхăтра 638,6 млн тенкĕ пулнă. Тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ калăпăшĕ те пĕлтĕрхинчен ытларах - 10747,3 млн тенкĕ /иртнĕ çул - 10660,5 млн тенкĕ/.

2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн 56,9 проценчĕпе усă курнă. Çав шутра социаллă пурнăçпа культура тытăмне аталантарма 17694,1 млн тенкĕ уйăрса панă, вĕсенчен 7131,1 млн тенкине вĕрентÿ ĕçне янă, 5127,1 - социаллă политика ĕçне, 4436,2 - сывлăх сыхлавне.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - экономика кризисĕ йывăрлăхсем кăларса тăратать пулсан та Чăваш Ен инвестици йышăнас енĕпе сумне ÿстерсех пырать. Сăмахран, инвесторсем республикăра çĕнĕ обћектсем çĕклеççĕ. Акă сентябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти çурт-йĕр комбиначĕн никĕсне капсула хывса хăварнă. Çар-промышленноç банкĕ çак проекта пурнăçа кĕртме 1 млрд тенкĕ укçа уйăрнă. Обћект хута кайсан унта 700 çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ. Михаил Игнатьев шухăшĕпе - республикăра çĕнĕ производствăсем уçни бюджета налук тупăшĕпе пуянлатма та пулăшĕ.

"Волга" М-7 автоçулăн 677-174 çухрăмĕнчи Мăн Çавал урлă хывнă кĕпере тата федераци пĕлтерĕшлĕ М-7, çавăн пекех А-151 автоçулсене реконструкцилессипе çыхăннă ыйтусемпе Федераци çул-йĕр агентствин Чулхула - Ĕпхÿ автомобиль магистралĕн управленийĕн тĕп инженерĕ Ришат Абдрашитов калаçрĕ. Ришат Раифович пĕлтернĕ тăрăх - суйлав кунĕччен çула тухакан кашни çынна тарăхтаракан тата канăçсăрлантаракан ыйтăва - Мăн Çавал урлă хывнă кĕперпе туллин усă курассине - татса панă, çула хута янă. Вăл республика ертÿлĕхне асăннă обћектри йывăр лару-тăрăва татса пама пулăшнăшăн тав турĕ. Михаил Васильевич ку енĕпе малашне те çыхăну тытса ĕçлеме шантарчĕ. "2018 çул тĕлне федерацин республика территорийĕпе иртекен çулĕсем пĕрремĕш категорие - "çÿллĕ шайлă" - тивĕçлĕ пулмалла", - терĕ Михаил Игнатьев.

Надежда СМИРНОВА