Тĕрĕс суйлар

13 Сен, 2015

Шупашкарти 742-мĕш суйлав участокне хула çыннисем 8 сехетченех пыма пуçларĕç. «Эпĕ суйлава ирех килсе курманччĕ-ха. Хальхинче вара 8 сехет валли килес терĕм. Çын ирех чылай пухăнни тĕлĕнтерчĕ. Те ĕнерех черет йышăннă вĕсем», - шÿтлерех калаçрĕ Алексей Трофимов академик, профессор.

Чăн та, асăннă суйлав участокне суйлавçăсем ирех пуçтарăнчĕç. Кандидатсемпе тĕплĕнрех паллашас текенсем те пулчĕç. Çавна май вĕсем ятарлă стендсем патне пычĕç.

Суйлав шăп 8 сехетре пуçланчĕ. Кашнийĕ хăй пурăнакан адреспа вырăнти суйлав комиссийĕн членĕсем патне пырса бюллетеньсем илчĕç.

ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов та суйлава ирех çитрĕ. Уяр çанталăкра республика уй-хирне çитсе килес кăмăллă иккен министр, çавăнпа васкать. Сергей Владимирович çапах та суйлав пирки хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе паллаштарма хирĕç пулмарĕ. «Республика Пуçлăхне халăхпа суйлани савăнтарать. Çакăн хыççăн ертÿçĕне хăйне те халăхпа ĕçлеме аван. Халăх та ăна шанать. Хамăр пуласлăхшăн сасăлатпăр-çке. Чăваш Енĕн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрĕ Республика Пуçлăхĕнчен килет», - васкаса калаçрĕ вăл. Хăй çавăнтах ĕççи пирки те сăмах хушрĕ: «Паян çанталăк та питĕ хитре, ир-ирех хĕвел пăхать. Çавăнпа кăмăл-туйăм лайăх. Юлашки виçĕ кун çумăр çунăран уй-хир ĕçĕсем вăхăтлăха чарăнса ларчĕç. Паян вара уйра комбайнсем кĕрлеме тытăнĕç. Вырма ĕçĕсем нумай юлман, 5-6 процент çеç. Çанталăк уяр тăрсан çитес эрнере вĕçлетпĕр», - терĕ вăл.

Суйлав пирки Алексей Александрович Трофимовăн шухăш-кăмăлне те пĕлес килчĕ. «Республика Пуçлăхне кирлĕ çынна суйласчĕ. Вăл чăвашлăхшăн та тăрăштăр, халăхшăн та кар тăтăр. Çулталăк лайăх ирттĕр, самана чипер тăтăр. Тĕнче лайăх пурăнтăр. Эпир суйланă çав çын çак япаласене тума пĕлсен - вăл пирĕн çын. Пурнăçлаймасан вара эпир тĕрĕс мар сасăланине пĕлтерет», - терĕ академик. Ăсчахăн сăмахĕ çумне хушса нимĕн те калаймăн.

Валентина ПЕТРОВА,

«Хресчен сасси» хаçат редакторĕ.