Архив

декабрь 27th, 2013

27 Дек, 2013

Тивĕçлисене - патшалăх наградисем

Раштавăн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн чи маттур ĕçченĕсене Раççей тата Чăваш Ен патшалăх наградисене пама йĕркеленĕ савăнăçлă церемоние хутшăннă.

27 Дек, 2013

Хăш тымартан эпир тата ăçталла талпăнатпăр?

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускав хулин Тĕп администраци округĕн ача-пăчан 140-мĕш вулавăшĕнче А.П.Леонтьевпа Н.И.Егоровăн «Откуда мы, куда идем?» кĕнекинче хускатнă çивĕч ыйтусемпе «çавра сĕтел» иртнĕ.

27 Дек, 2013

Пурте чипер, илемлĕ, пултаруллă...

Раççейри чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем Хусанта пухăнса чăвашлăх ĕçĕнче çивĕч тăракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕсенчен пĕри - йăхташсем йышлă пурăнакан регионсене чăвашла вĕренÿ кĕнекисемпе тата илемлĕ литературăпа тивĕçтересси. Тутарстанри, Эрĕнпур, Свердловск облаçĕсенчи йăхташăмăрсем тăван чĕлхепе вуласшăн, анчах юлашки çулсенче чăвашла кĕнекесем ку тăрăхсене питĕ сахал пыраççĕ.

27 Дек, 2013

Çырусем - çулталăклăха панă хăват

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырусенчи тĕллевсем пĕр саслă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион ĕçтăвкомĕнче Владимир Путин Çырăвне сÿтсе явма «çавра сĕтел» йĕркелерĕç.

27 Дек, 2013

«Земство тухтăрĕ» пурнăçланать

Республикăри «Земство тухтăрĕ» программа ăнăçлă ĕçлени куç кĕрет. 2012 çулта республикăри ялсене 132 çамрăк специалист кайнă.

Чи кирли – паянхи кăткăс лару-тăрура çамрăк тухтăрсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пани. Диплом илнĕ çамрăк хăтлă хваттер е кил-çурт туянма укçа-тенкĕ ăçтан çитертĕр? Программăпа килĕшÿллĕн çамрăк тухтăрăн ялта 5 çул ĕçлемелле. Çак тапхăрта вăл опыт пухса ăсталăх шайне ÿстерĕ, лайăх специалист ялта пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме витĕм кÿрĕ.

27 Дек, 2013

Халăх йăлине пăсатăн - шар куратăн

Кама мĕнле те - мана чăваш ялĕ хăйне евĕрлĕхĕпе, хăйне манерлĕхĕпе тĕлĕнтерме пăрахмасть. Маларах вулаканăмăра Вăрнар районĕнчи Кăмпалсем паянхи кунчченех юсман пĕçерни пирки çырса кăтартнăччĕ. Паян вара - асăннă тăрăхри Кивьялсем пирки сăмахăм.

27 Дек, 2013

Тухтăрсене итлер

  • Уяв сĕтелĕ хушшине выçă хырăмпа ларма юрамасть. Чылайăшĕ кайран тăраниччен çиетĕп-ха тесе ятарласа тăхтать. Кил хуçи арăмĕсем вĕтĕленсе чаплă сĕтел хатĕрленĕ хушăра тепĕр чух ăна-кăна çырткаласа илме май тупаймаççĕ-ха. Кун пек пек чухне организмра мĕн пулса иртет? Хырăм çав тери выçса çитнипе тата кăштах эрех сыпнипе хамăр мĕн чухлĕ çинине те асăрхами пулатпăр, сĕтел хушшине ларнă-ларманах тăранса ларатпăр.

27 Дек, 2013

2014 – хурлăханпа крыжовник çулталăкĕ

Авалхи славян йăхĕсен хăйсен çулталăк календарĕ пулнă. Кашни çул пĕр-пĕр сад-пахча культурипе çыхăннă. Мĕншĕнне халĕ татса калама та йывăр. Ахăртнех, çакă вăл е ку культурăна ÿссе аталанма уйрăмах ăнăçлă килсе тухнă хĕвел ăшшипе çыхăннă. Кăçалхи çул пăрçа çулталăкĕччĕ. Çитес çул вара – хурлăханпа крыжовник çулталăкĕ.

Хурлăхан çисе ÿсрĕмĕр

Страницы