Çырусем - çулталăклăха панă хăват
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырусенчи тĕллевсем пĕр саслă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион ĕçтăвкомĕнче Владимир Путин Çырăвне сÿтсе явма «çавра сĕтел» йĕркелерĕç.
Уçă калаçăва партин регион уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Николай Малов ертсе пычĕ. «Çыру саккун çыракансемшĕн те, общественноçшăн та, служащисемпе ахаль çынсемшĕн те кăсăклă, мĕншĕн тесен вăл пурне те пĕр пек пырса тивет, - терĕ Николай Владимирович. - Унти кашни тема кашни çыннăн Тĕп саккунра çирĕплетнĕ правипе тата ирĕкĕпе, патшалăхăмăрăн паянхи тата малашлăхри кун-çулĕпе тачă çыхăннă...»
Çырăва сÿтсе явма Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Анатолий Князев, Игорь Кушев, Валерий Филимонов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет профессорĕпе Олег Широковпа доценчĕ Алексей Карпов, «Социс-М» политика тата маркетинг тĕпчевĕсен центрĕн ертÿçи Дмитрий Борцов, «АгроИнновацисем» хысна предприятийĕн директорĕ, ял хуçалăх технологийĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен эксперт Николай Васильев, Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Владимир Иванов, партин регион уйрăмĕн Патриот платформин ертÿçи Геннадий Матвеев, çамрăксен юхăмĕсен, общество организацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
В.Иванов уполномоченнăй пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма пулăшас ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Унăн шухăшĕпе - Президент инноваци, наука тата социаллă тытăмсенче ĕçлекен предпринимательсене «налук каникулĕ» пама сĕнни питĕ вырăнлă.
«Социс-М» ертÿçине Дмитрий Борцова сыватмăшсенчи врачсене хут нумай çыртарни, çакă вĕсен ĕçĕн пахалăхне чакарни пăшăрхантарать. Çак ыйтăвах Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Тамара Харлакевич çĕклерĕ: «Кашни чĕрĕк вĕçленмессерен фолиантсем çыратпăр». Полицейскисем те хут айне пулни вăрттăнлăх мар.
«Фармация» тĕп директорĕ Валерий Филимонов медицина тивĕçтерĕвне çĕнĕлĕхсем кĕртни, ытлашши хут çырассинчен хăтарни сиплев пахалăхне ÿстерме пулăшнине уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Чăваш патшалăх университечĕн истори факультечĕн деканĕ Олег Широков профессор Президент çырăвĕнче çемьери йăла-йĕрке, ăс-хакăл, ĕненÿ тĕпре пулнипе кăмăллă: «Раççей ку енĕпе Европăра хăйне евĕр форпост пулса тăчĕ».
Çĕр-шыв Президенчĕн тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕсенчи шухăшсемпе тĕллевсем çак тĕвĕре «пĕрлешрĕç»: çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парса ÿстересси /Геннадий Матвеев/, çĕрпе тухăçлă усă курасси, республикăна инвесторсем ытларах явăçтарасси /Николай Васильев/, влаçа децентрализацилесси, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене кулленхи ĕçре пулăшса тăрасси, вĕсен ертÿçисен сумне хăпартасси /Анатолий Князев/...
Юрий СТЕПАНОВ
Комментировать