Тухтăрсене итлер
- Уяв сĕтелĕ хушшине выçă хырăмпа ларма юрамасть. Чылайăшĕ кайран тăраниччен çиетĕп-ха тесе ятарласа тăхтать. Кил хуçи арăмĕсем вĕтĕленсе чаплă сĕтел хатĕрленĕ хушăра тепĕр чух ăна-кăна çырткаласа илме май тупаймаççĕ-ха. Кун пек пек чухне организмра мĕн пулса иртет? Хырăм çав тери выçса çитнипе тата кăштах эрех сыпнипе хамăр мĕн чухлĕ çинине те асăрхами пулатпăр, сĕтел хушшине ларнă-ларманах тăранса ларатпăр.
Сĕнÿ-канаш: кун тăршшĕнче темиçе хут та çикелесе илмелле. Протеинлă çимĕçсене çырткаламалла: сыр, чăх какайĕ, мăйăр. Мĕн çинине лайăхрах ирĕлтерме корица, импĕр, пăрăç пулăшĕ. Çавăн пекех пахча çимĕçĕ, улма-çырла, сĕткен таврашĕ лайăх. Йогурт, кĕвĕлĕк, тăпăрчă аван. Çăнăхран хатĕрленĕ апат-çимĕçе çиме тăрăшмалла мар.
- Кăшт та пулин тĕлĕрсе илмеллех. Унсăрăн çур çĕрччен ларма вăй-хал юлмĕ. Выртса канма май килмесен шыва кĕрсе уçăлмалла.
- Шампань эрехшĕн «тус» çук. Çавăнпа та ăна ытти эрехпе хутăштарма кирлĕ мар. Ăна та, кăна та ĕçме тивсен çакна шута илĕр: эрех хăвачĕ пĕр шайра пулмалла, хаяррине йăвашши хыççăн çеç сыпмалла.
- Хăналаннă вăхăтра ытларах шыв ĕçмелле. Çакă организма шывсăрлантарасран пулăшĕ, юнри алкоголь шайне чакарĕ, наркăмăшлă япаласене кăларма пулăшĕ. Ахаль шыва нимĕн те çитмĕ.
- Спиртпа газлă напитоксене пĕрле ĕçмелле мар: çын хăвăртах ÿсĕрĕлет.
- Спиртлă пылак напитоксем хырăмлăх ай парĕшĕн сиенлĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах шурă тĕслĕ çырла эрехĕ хăрушă.
- Малтанах хатĕрленмелле. Тахçантанпах хаяр эрех ĕçмен пулсан уявччен темиçе кун маларах 50-шар грамм шур эрех ĕçме юрать. Çакă пĕвере майĕпен чи яваплă саманта хатĕрлесе çитерĕ.
- Апата ирĕлтерме пулăшар. Уяв сĕтелĕ çинче апата ирĕлме пулăшакан çимĕç пулмалла: морс, компот, улма-çырла, лимон, маринадланă помидорпа хăяр, йÿçĕтнĕ купăста.
- Пылак улма-çырла ан илĕрттĕр. Вăл аш-пăшлă тата çуллă çимĕçпе хутăшса хырăма карăнтарса ярать.
- Виçеллĕ çиер. Выçăхланмасăр çини ку таранччен никама та сиен кÿмен. Çĕнĕ çул каçĕ вăрăм, куçа илĕртекен çимĕçсене харăс тутанма ан тăрăшăр. Кăштахшар, анчах час-часах çийĕр.