Архив - 2017 - Тантăш

декабрь 7th

7 Дек, 2017

Пĕчĕк çĕнтерÿçĕ

Çак кунсенче Шупашкарти «Ровесник» культура керменĕнче шкул çулне çитмен ачасенм хушшинче «Юр пĕрчи пике — 2018» конкурс иртрĕ. Тупăшăва маттур та пултаруллă хĕр пĕрчисем хутшăнчĕç. Жюри членĕсене çĕнтерÿçе палăртма питĕ йывăр пулчĕ.

7 Дек, 2017

Шурча пăлхавĕ — музейре

Муркаш районĕнчи Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ку тăрăхри истори пулăмĕсене музейре упрать. Шкул çулĕсенче Хветĕр Уярăн «Шурча таврашĕнче» романне вулани аваллăх пÿлĕмĕпе паллашнă чухне тепĕр хут куç умне тухрĕ.

7 Дек, 2017

«Шанчăк» шкул хули

Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкул чăвашлăха аталантаракан пĕлÿ çурчĕ. Вĕренекенсен çулĕ анлă, нумай юплĕ. Çулсерен шкулта Чăваш вăййи иртет, уява республикăри паллă çынсем курма килсе çÿреççĕ. Пучинке шкулĕ спортсменсемпе пуян. Кунта хоккейла, футболла выляççĕ, кире пуканĕ йăтаççĕ. Шкулта чăваш тĕррин кружокĕ ĕçлет. Волонтерсен ушкăнĕсем ял халăхне пулăшаççĕ. Кунсăр пуçне çамрăк космонавтсен ăрăвĕ çитĕнет…

«Ырă кун пултăр!»

7 Дек, 2017

Хальхи ăру мĕн вулать?

Ачалăхри халĕ те ăмсанса аса илмелли чи телейлĕ самантсенчен пĕри — кĕнеке вулама вăхăт тупма пултарни. Интереслĕ кĕнекене вĕçне тухмасăр та алăран вĕçертместпĕр вĕт! Эпир, ялта ÿсекенсем ĕçĕ нумай пулнине пăхмасăрах хайлав хыççăн хайлав вулаттăмăр. Чăвашлине те, вырăслине те тиркесе тăман. Пĕрне килĕшнĕ пулсан ыттисем те хапăлласа вулатчĕç. Çапла вара кĕнеке пирĕн класра алăран алла çÿретчĕ. Шкулпа сыв пуллашни вун икĕ çул çитрĕ, апла пулин те паянхи кун та алăран кĕнекене вĕçертместĕп.

7 Дек, 2017

Хĕл Мучи патне çырнă çырура адресăра тĕрĕс палăртăр!

Асамлăхпа пуян уяв çывхарать — Çĕнĕ çул. Арçын ачасемпе хĕр ачасем хаваспах Хĕл Мучи патне çырусем вĕçтереççĕ. Çамрăк чĕресем шăрçаланă йĕркесенче савăнăçĕпе хурлăхне пĕлтереççĕ, ĕмĕчĕсемпе паллаштараççĕ, асамлă юмаха шанаççĕ.

Шур сухаллă Хĕл Мучи патне çыру хăвăртрах çиттĕр, унран хурав вăхăтра пултăр тесен конверт çине тĕрĕс адрес палăртмалла. Хăвăрăн адресăра çырнă чухне индекс пирки те асра тытăр.

7 Дек, 2017

Чи çамрăк çĕнтерÿçĕ министрпа калаçнă

Çак кунсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Хăюлăх çăлтăрлăхĕ» фестиваль çĕнтерÿçисене чысланă. Унта Çĕнĕ Шупашкарти 10-мĕш кадет лицейĕн «Çапăçусенчи пирĕштисем» ушкăнĕ «Çамрăк пожарнăйсен чи лайăх дружини» номинацире çĕнтернĕ.

ноябрь 30th

30 Ноя, 2017

Пĕрремĕш пырса калаçасса кĕтетпĕр

«Та н т ă ш » х а ç а т ă н «Çунатлă çамрăклăх» рубрики юлашки хут пичетленнĕ номерĕнче Викторăн çырăвĕ ытла айванла туйăнчĕ. Юлташпа вуларăмăр ăна. Ытти йĕкĕте те чĕнсе калас килет. Мĕншĕн çав тери хăюсăр-ши эсир? Эпир, хĕр ачасем, эсир пĕрремĕш пырса калаçасса питĕ кĕтетпĕр. Юратакан çамрăк кун валли кирек епле май та тупать.

30 Ноя, 2017

Пĕчĕк чухнех артистка пулма ĕмĕтленнĕ

Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнче пурăнакан ватăсем халĕ те астăваççĕ ăна — шÿтлеме юратаканскере, карчăка сăнлаканскере, юрра-ташша ăстаскере, çуллахи каçсенче юлташĕсене пуçтарса урамра концерт- спектакль кăтартнăскере.

Страницы