Комментировать

7 Дек, 2017

Чи çамрăк çĕнтерÿçĕ министрпа калаçнă

Çак кунсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Хăюлăх çăлтăрлăхĕ» фестиваль çĕнтерÿçисене чысланă. Унта Çĕнĕ Шупашкарти 10-мĕш кадет лицейĕн «Çапăçусенчи пирĕштисем» ушкăнĕ «Çамрăк пожарнăйсен чи лайăх дружини» номинацире çĕнтернĕ.

Фестивалĕн регионти тапхăрĕнче «Чрезвычайлă юнкор» номинацире çĕнтернĕ София Никитина та чыславра пулнă. Асăннă фестиваль çулсеренех анлăланса пырать. Хальхинче 22 ача çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вĕсенчен чылайăшĕ общество пурнăçне хастар хутшăнать, пĕр-пĕр кăларăм ертсе пырать, çав вăхăтрах çăлав ĕçне хăнăхать. 5 çулти София Никитина вара фестивале хутшăнакансенчен чи çамрăкки пулнă.

«Пĕлтĕр эпир Хура тинĕс хĕррине кайнăччĕ, — каласа парать пĕчĕк журна­листкăн амăшĕ, Чăваш наци радиовĕн редакторĕ Галина Никитина. — София хăйне телефонпа видео ÿкерме ыйтрĕ. Унтан шывра ишсе те кăтартрĕ. Кайран çавна Ютуба кăларттарасшăн пулчĕ. Вăл çак видеохостингпа аванах усă курма пĕлет. Чăнах та, хĕрĕм валли канал уçрăмăр. Кайран телефонри видеосене пăхрăмăр та — вăл шăллĕне хутшăнтарса хăй тĕллĕнех кăларăмсем хатĕрлет иккен. Çапла София Прекрасная пулса тăчĕ».

Хĕрĕн пултарулăхне асăрханă амăшĕн кăсăклă шухăш çуралнă: тен, радиора пĕрлехи кăларăм йĕркелемелле? Со­фийăна ку сĕнÿ килĕшнĕ. Çавăн пек вара «Приключения тети Моти и Софии Прекрасной» кăларăм çуралнă. Унсăр пуçне маттур хĕр ача валли пĕр вăхăт «Радио Азбука» кăларăм та йĕркеленĕ, шăпах ăна пула хĕр ача Пĕтĕм Раççейри «Хăюлăх çăлтăрлăхĕ» фестивальте çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Кăларăм хатĕрленĕ май амăшĕпе хĕрĕ Чăваш Енри МЧС тытăмĕ ирттерекен мероприятисене час-часах тухса çÿреççĕ. Сăмахран, çуллахи лагерьсене çитеççĕ, ачасене шыв-шур хĕрринче мĕнле пулмалли пирки калаçтараççĕ. Хĕллехи вăхăтра вара пăр çинче асăрханмалли пирки сăмах хускатаççĕ. Пушар хуралĕн музейĕнче те Софийăна час-часах курма пулать. Ку кăларăм ытларах шкул çулне çитменнисем валли пулнине шута илсе унăн ертÿçисем ача сачĕсенчи шăпăрлансене те час-часах калаçтараççĕ.

Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче «Чрезвычайлă юнкор» номинацире çĕнтерни Никитинсемшĕн пысăк кĕтменлĕх пулнă. Çавăнпа та куншăн МЧС ĕçченĕсене тав тăваççĕ. Шăпах вĕсем «Радио Азбука» кăларăма конкурса ярса панă-çке. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.