Хальхи ăру мĕн вулать?

7 Дек, 2017

Ачалăхри халĕ те ăмсанса аса илмелли чи телейлĕ самантсенчен пĕри — кĕнеке вулама вăхăт тупма пултарни. Интереслĕ кĕнекене вĕçне тухмасăр та алăран вĕçертместпĕр вĕт! Эпир, ялта ÿсекенсем ĕçĕ нумай пулнине пăхмасăрах хайлав хыççăн хайлав вулаттăмăр. Чăвашлине те, вырăслине те тиркесе тăман. Пĕрне килĕшнĕ пулсан ыттисем те хапăлласа вулатчĕç. Çапла вара кĕнеке пирĕн класра алăран алла çÿретчĕ. Шкулпа сыв пуллашни вун икĕ çул çитрĕ, апла пулин те паянхи кун та алăран кĕнекене вĕçертместĕп. Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне çулталăкра вун икĕ хутчен те вуласа тухма пултаратăп. Михаил Булгаковăн «Мастер и Маргарита» романĕ те чуна çывăх. Хальхи каччăсемпе хĕрсем кĕнекепе туслă-и? Юлашки вăхăтра вĕсем камăн хайлавĕпе паллашнă? Çак ыйтусен хуравне тупас тесе хăйсенчен ыйтса пĕлес терĕм.

Мария СВЕКЛОВА (Комсомольски районĕ, Нĕркеç ялĕ):

— Кĕнеке тесен апат çиме те манса каятăп. Куç умне интереслĕ хайлав лексен пÿлĕмре питĕрĕнсе ларатăп та вуласа пĕтермесĕр тухмастăп. Килтисем вунă хут та пырса шаккаççĕ — пурпĕр уçмастăп. Нумаях пулмасть Григорий Лучăн юрату çинчен çырнă «Чун туйăмĕ» калавне вуласа тухрăм. Питĕ килĕшрĕ. Вальăпа Нина тантăшĕн çуралнă кунне килсен Светăн кун кĕнекине вăрлаççĕ. Унта Света пĕр арçын ачана юратни пирки çырнă. Хĕр ачасем кун кĕнекине тĕпĕ-йĕрĕпех вуласа тухаççĕ. Шкулта Света арçын ачана юратни çинчен сăмах сараççĕ. Вăл ларакан парта çине «СветаOEСлава» тесе çыраççĕ. Çакна пике курсан пăшăрханса ÿкет, больницăна лекет. Каярахпа класс ертÿçи пуху ирттерет. Вальăпа Нина хăйсен айăпне йышăнаççĕ, Светăран каçару ыйтаççĕ.

Алексей НИКИТИН (Вăрнар районĕ, Аçăмçырми ялĕ):

— Тĕрĕссине калатăп, кĕнеке вулама вăхăт çук. Мана ытларах поэзи килĕшет. Çавна май хăш чухне интернет уçлăхĕнче тĕрлĕ авторăн сăввипе паллашатăп. Петĕр Хусанкай, Çеçпĕл Мишши тата Расул Гамзатов — манăн юратнă поэтсем. Хам та вĕсенчен тĕслĕх илетĕп, сăвăсем çыратăп. Кĕнеке кăларма ĕмĕтленетĕп.

Лена КУДРЯВЦЕВА (Шупашкар):

— Паллах, эпĕ кĕнеке вулама юрататăп. Юлашки вăхăтра пĕчĕк хайлавсемпе паллашрăм. Антон Чеховăн «Тоска» калавĕ питĕ килĕшрĕ. Унсăр пуçне Рэй Брэдберин «Каникулы», «Лето в один день» фантастика калавĕсем те асра юлчĕç. Автор ахаль çынсенех тĕлĕнмелле лару-тăрура кăтартать. «Лето в один день» калавра ĕç-пуç Венера планета çинче пулса иртет. Кунта çынсем куçса килнĕ. Анчах та кунĕпе çумăр çăвать, хĕвел вара кашни çичĕ çултан пĕрре çеç тухать. Маргарита юлашки хут хĕвеле тăватă çулта чухне курнă, вăл малтан çĕр çинче пурăннă. Класри ачасем хĕр ачана килĕштермеççĕ, хĕвел çинчен каласа панине те ĕненмеççĕ. Вĕсем ăна иккĕре кăна курнă, çавăнпа астумаççĕ. Маргарита хĕвелшĕн тунсăхласа кунран- кун начарланса, вăйсăрланса пырать. Шăпах Венера çинче хĕвел тухмалли кун ачасем Маргаритăна кураймасăр чăлана питĕрсе хураççĕ. Хăйсем кĕске вăхăт хушшинче хĕвелпе киленнĕ хыççăн тин Маргаритăн туйăмĕсене ăнланаççĕ.

Александр ЛЕОНТЬЕВ (Вăрмар районĕ, Саруй ялĕ):

— Чăваш ачи пулсассăн та мана темшĕн вырăсла вулама çăмăлрах. Юлашки вăхăтра эпĕ Анатолий Васильевăн сăвăсен пуххине шĕкĕлчетĕп. Вуласа тухнисенчен мана Исай Калашниковăн «Жестокий век» кĕнеки кăсăклантарчĕ. Унта Чингисхан пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.