Архив - 16 Ноя, 2017 - Тантăш
Пĕтĕм Раççейри слетра хутшăнаççĕ
Çĕрпÿри 1-мĕш вăтам шкул команди пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕнче çулçÿрев инспектрĕсен слетĕнче хутшăнать. Юпа уйăхĕнче иртнĕ тупăшура малти вырăна тухнăран çак команда пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртăва лекме тивĕçнĕ. Слет чÿк уйăхĕн 8-28-мĕшĕсенче «Звездный» лагерьте иртет. Командăри «çамрăк инспекторсем»: Богдан Краснов, Владимир Кузьмин, Арина Никифорова тата Анна Шахраманян.
Атăла ĕлĕк-авал Ра тесе чĕннĕ
Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче Иван Дубановăн «Чăваш Енри шыв-шур» альбом кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Тĕл пулăва Шупашкарти 49-мĕш шкултан 6-мĕш класс вĕренекенĕсем килчĕç.
Иван Дубановăн «Чăваш Енри шыв- шур» альбом кĕнеки 2016 çулта пичетленсе тухнă, Пĕтĕм Раççейри «Манăн пĕчĕк тăван çĕршыв» конкурсра «Тăван çĕршыв сăнарĕ» номинацире çĕнтернĕ. Унтан Испанири курава та хутшăннă. Кĕнекере Чăваш Енри паллă юхан шывсене, кÿлĕсене, çăл куçсене пĕтĕмпех кăтартса панă.
Çĕленпе пурăнма хăрушă-и?
Хĕр ачапа пĕрле тавралăх юрă шăрантарать
Чăваш Ен ятне çĕкленĕ
Кĕвĕ вăл — чун чĕлхи те, унти пурнăçа сасăпа палăртни те, туйăмпа кăмăл чикки те. Этемлĕхĕн пурнăçĕ юрă-кĕвĕсĕр епле кичем пулĕччĕ — сăмахпа та палăртма май çук. Юрă вăй хушать, савăнăç кÿрет çеç мар, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетет, ламран-лама куçса пыракан йăла-йĕрке пуянлăхне упрать.