Чăваш Ен ятне çĕкленĕ
Кĕвĕ вăл — чун чĕлхи те, унти пурнăçа сасăпа палăртни те, туйăмпа кăмăл чикки те. Этемлĕхĕн пурнăçĕ юрă-кĕвĕсĕр епле кичем пулĕччĕ — сăмахпа та палăртма май çук. Юрă вăй хушать, савăнăç кÿрет çеç мар, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетет, ламран-лама куçса пыракан йăла-йĕрке пуянлăхне упрать.
Çитĕнекен ăру несĕлсен кун-çулне, савăнăçра е кулянура çуралнă юрри-кĕввине сыхласа хăвартăр тесе çамрăксем валли Раççей тата тĕнче шайĕнче тĕрлĕ конкурс- фестиваль йĕркелеççĕ. Çавăн пекех çамрăк юрăçсенче патриотлăх туйăмне аталантарма, Раççейри халăхсен культурине ăса хывса пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетме те.
«Халăха юратнине, культурăна хисепленине кăтартрăм»
Нумаях пулмасть çĕршывăн тĕп хулинче халăхсен хушшинчи «Тăван тата патшалăх чĕлхипе юрă юрлатпăр» фестиваль-конкурс иртнĕ. Пĕлтĕр ку тупăшура Канаш хĕрĕ Ксения Гришина çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ пулсан кăçал Чăваш Енĕн ятне Çĕмĕрле пики Екатерина Сулимкина çĕкленĕ.
Иртнĕ кунсенче Катя Мускавран таврăннă. Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Кремльте уяв концертĕнче Чăваш çĕрĕн пикине нацисен президент канашĕн членĕ Василий Цо «Раççейри халăхсен туслăхĕ» конкурсăн хисеплĕ премийĕпе тата укçан хавхалантарнă.
— Эпĕ чăваш халăхĕн «Кĕрекере ларса савăнар» юррипе сцена çине тухрăм, ăна вырăсла шăрантартăм. Сăмахĕсене вырăсла Раиса Сарпи куçарнă. Тата итальянсен «Che Sara» юррине те куракан патне çитертĕм. Ку юррăн сăмахĕсене эпĕ вĕренекен шкулти театр студийĕн ертÿçи Елена Дроздова вырăсла куçарнă. Маншăн ăна шăрантарнă вăхăтра чи пахи — юрă варринче «Илемлĕ» чăваш халăх кĕввине лартса юрлани пулчĕ. Чăваш культурине хисепленине, хамăн халăха юратнине ыттисене кăтартма пултартăм тесе шухăшлатăп, — каласа кăтартрĕ Екатерина Сулимкина.
Çулран-çул савăнтарать
Пике çичĕ çултах Çĕмĕрлери 1-мĕш ача-пăча искусствăсен шкулĕнчи вокал студине çÿреме пуçланă. Кунта вăл ăсталăхне Наталья Шкунова педагог патĕнче туптанă. Халĕ Катя «Восход» культура çуртне çÿрет, Наталья Васильевнăпах малалла аталанать. Хĕр ачан амăшĕ Валентина Александровна тĕпренчĕкĕн талантне кура ăна музыка шкулне илсе çÿреме тытăннă. Çывăх çынни йăнăшман — чун тĕпренчĕкĕ çитĕнĕвĕсемпе çулран-çул савăнтарнă.
— Атте-аннене чунран тав тăватăп. Вĕсем мана сцена çине тухма пĕчĕкренех май туса паман пулсан эпĕ конкурссене хутшăнаймăттăм. Куракан умĕнче юрра-кĕвве юратнине палăртаймăттăм. Тăвансем, вокала ăса хывтаракан преподаватель кăна мар, шкул та, вĕрентекенсем те, юлташсем те пулăшрĕç мана творчество çынни пулма. Юрланисĕр пуçне эпĕ тата «Дрозды» театр студине çÿретĕп. Çак чун киленĕçĕсем мана уроксене вĕренмешкĕн вуçех те чăрмантармаççĕ. Пачах тепĕр майлă — хавхалантару чунра тапса тăрать, — кăмăлне уçрĕ 11-мĕш класра вĕренекенскер. Малалла вулас...