Хĕр ачапа пĕрле тавралăх юрă шăрантарать
Çулсерен тĕнчери ача-пăча тата çамрăксен «ARTIS-2017» премийĕ иртет. Кăçал пултаруллă çамрăксене раштав уйăхĕн 3-6-мĕшсенче Нева çинчи хула пуçтарĕ.
Тупăшу çăмăл пулмĕ
Чăваш Енрен çак конкурсра Елчĕк район чиперкки — янăравлă саслă Виктория Романова хутшăнĕ. Хĕр пĕрчи ятне «Тапхăрти чи лайăх юрăç» номинацире тăратнă. Тупăшура Крым, Коми, Чăваш, Мари Эл, Тутар, Карели, Карачай-Черкес, Удмурт республикисенчен, Пермь крайĕнчен, Чулхула, Аçтăрхан, Киров, Иваново, Мускав, Свердловск, Самар облаçĕсенчен, Санкт-Петербург, Мускав хулисенчен тата ытти çĕрти çамрăк артистсем хутшăнĕç.
Жюри членĕсем: Евгений Папунаишвилипе Дмитрий Щебет хореографсем, Татьяна Булановăпа Корнелия Манго юрăçсем, Кристина Кретова балерина тата Марк Богатырев кинопа театр актерĕ.
Сцена çинче шыври пулă евĕрех
Виктория Романова 9 çулта. Вăл Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче ашшĕ-амăшĕпе тата кукамăшĕпе пурăнать. Лащ Таяпари вăтам шкулта 4-мĕш класра ăс пухать. Шкулта «пиллĕк» паллăпа çеç вĕренет. Чăваш чĕлхипе литература — юратнă предмечĕсем. «Чĕвĕлти чĕкеçре» хутшăнса малти вырăнсене тухать. Кунсăр пуçне математика урокĕнче задачăсем шутлама юратать. Елчĕкри искусство шкулне иккĕмĕш çул çÿрет. Юрă тата ÿкерчĕк ăсталăхĕсене вĕренет. <...>
Ют чĕлхепе юрă шăрантарма ĕмĕтленет
Вика ача садне çÿремен. Килĕнче юрă шăрантарма юратакан кукамăшĕпе ларнă. Пĕчĕкренех унпа пĕрле халăх юррисемпе паллашнă.
Пуçламăш класс вĕрентекенĕ Светлана Арефьева Викăн сасси уçă пулнине 2-мĕш класра сăнанă. «Золушка» ятлă юрă шăрантарма сĕннĕ хĕр ачана. Каланă — тунă. Ку таранччен çак юрра никам та Вика янратнă пек юрламан.
Çамрăк юрăç пурнăçĕнче концерт хыççăн концерт пуçланнă. <...>
Виктория паллă юрăç пулма ĕмĕтленет. Вăл пултарулăхĕн вăйне шанать. Ют чĕлхесем вĕренме тăрăшать. Пуласлăхра тĕнчери пур чĕлхепе те юрă кĕрлеттерĕ!
Хавхалану
Пĕррехинче амăшĕ лара-тăра пĕлмен хĕрне самантлăха лăпкă лартас тĕллевпе вĕтĕ шăрçа туянса панă. <...> «Казанские узоры» фестивальте «Декораципе ĕçлев ÿнерĕ» номинацире вĕтĕ шăрçаран йывăç ăсталаса хутшăннă. 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ. <...>
Романовсем çул çÿреме юратаççĕ. Путевкапа Чулхулара, Санкт-Петербургра, Мускавра пулнă. Экскурси шухăшĕ чăн малтан Викăн çутă пуçне пырса кĕрет. <...>
Пуçланă ĕçе вĕçне çитеретех
«ARTIS-2017» премире хутшăнма Виктория калама çук вăйлă номер хатĕрлет. «Тапхăрти чи лайăх юрăç» номинацие çĕнсе илессишĕн çанă тавăрсах тăрăшать. <...>
Виктория пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерет. <...> Тулли верси...