Çитес çул та пĕрлех пулар
2013 çул та вĕçленсе пырать. Вулакансем патне çитернĕ 52 номерте кашнинчех республикăри пурнăçа туллин çутатма, çивĕч ыйтусене хускатса уçăмлатма, сĕнÿ-канашпа пулăшма тăрăшрăмăр. Çамрăк тата аслă ÿсĕмри çыравçăсен чуна пырса тивекен калав-повеçĕ, сăвви-поэми те нумай пичетленчĕ. Апла пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать: çулталăк тухăçлă иртрĕ. Ырă йăлана кăçал та малалла тăсрăмăр - хаçат ĕçченĕсем тĕрлĕ статья çырнипе пĕрлех ятарлă рубрикăсене тытса пычĕç.