- Чăвашла верси
- Русская версия
ХĂШНЕ ТЕ ПУЛИН СУЙЛАСА ИЛĔР
Грипп тапхăрĕнче чирлесрен хÿтĕленме тата сипленме халăх мелĕсемпе те усă курмалла. Рецепчĕ чылай, пĕрне - пĕр тĕрли, теприсене тепĕр тĕрли пулăшма пултарать. Вĕсенчен хăвăра юрăхлине суйласа илме тăрăшмалла. Сиплĕ хутăшсене маларах хатĕрлесен лайăх.
Прополис экстракчĕ. 150 грамм спирта 80 грамм прополис ямалла. Час-часах лăкаса 5 кун лартмалла та сăрăхтармалла. Пыр ыратсан çак шĕвеке гландăсене сĕрмелле, сунас чухне сăмса шăтăкĕсене кунне 3-4 хут 2-3 тумлам ямалла.
Вĕлтрен тымарне 100 грамм илсе вĕтетнĕ 20 грамм ыхрапа хутăштармалла, 0,6 литр шурă эрехе ямалла, тăтăшах лăкаса 1 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Шăнса чирленипе ыратакан сыпăсене сăтăрма усă курмалла.
Шăнса пăсăласран хÿтĕленме 1 чей кашăкĕ чапăр курăкне /чабрец/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, ăшă чĕркесе 4-6 сехет лартмалла, сăрăхтармалла, 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Кунне 2 хут ăшăлла ĕçмелле.
Грипран сыхланма тата иммунитета çирĕплетме кунне виçĕ тумлам ылтăн тымар /родиола/ е женьшень шĕвекĕ ĕçмелле.
Чирлесен çак меслет витĕмлĕ. Типĕтнĕ е шăнтнă хура хурлăхан çырлине тин вĕренĕ шыва ярса пиçĕхтермелле. Кунне 4 стакан ĕçмелле. Çырли çук пулсан турачĕпе те усă курма юрать. Ăна вĕтетмелле, пĕр ывăç илсе 4 стакан вĕрекен шыва ямалла, çулăм çинчен илсен 4 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Икĕ каç çак шĕвеке ĕçсе çывăрма выртмалла.
Чир пуçламăшĕнче кунне 3-4 хут сухан пăсĕпе сывламалла. Çак процедурăсен хушшинче вĕтетнĕ ыхрана марльăпа чĕркесе сăмса шăтăкĕсене чикмелле. Ыхра сĕткенĕпе çăвара чÿхесе илмелле те çăтмалла. Сĕткене çапла хатĕрлемелле. Ыхран икĕ пуçне вĕтетмелле, 1 стакан шурă эрехе ярса лайăх пăтратмалла. Çак мелпе 3-4 кун сипленмелле.
Кашни кун 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сухана 1 апат кашăкĕ хăймапа хутăштарса çимелле.
Армути шĕвекĕ паха. 15-20 грамм армутине çур литр шурă эрехе ярса пĕр талăкран кая мар лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах - 1-ер апат кашăкĕ, каçхине çывăрма выртас умĕн тата 1 апат кашăкĕ ĕçмелле.
Чага кăмпа сиплĕ. Типĕтнĕ чагăна шыва ярса 4 сехет ислетмелле, унтан теркăпа хырмалла. 5 пай вĕренĕ ăшă шыва хырнă 1 пай кăмпа ярса 2 талăк лартмалла, сăрăхтармалла. Апатчен çур сехет маларах пĕрер стакан ĕçмелле. Çак шĕвек шăнса пăсăлсан сипленипе пĕрлех шыçă чирĕсем аталанасран хÿтĕлет.
Комментировать