- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕнĕ Çулхи паллăсем
27 Дек, 2013
- Çĕнĕ çул умĕн кивçен илемелле мар – пĕтĕм çулталăк парăмра иртĕ.
- Çĕнĕ çул умĕн çывăх çынсене, тăвансене, тус-юлташа каçармалла, пĕтĕм кÿренĕве манмалла.
- Хĕрарăмсен çур çĕрччен хул пуççи çине тутăр уртмалла, сехет юлашки хут çапсан тутăра хăвăрт илсе пăрахмалла. Çапла тусан пĕтĕм чир-чĕр, начарри иртнĕ çулта юлать тенĕ.
- Пулас упăшкана курас килсен çапла тума сĕннĕ. Савăта шыв ямалла, унта тăвар, кĕл хушса чÿрече анине лартмалла, çак сăмахсене каламалла, « Шыв - ĕçме, тăвар – тăварлама, кĕл - çунма, манăн - пулас каччăна курмалла».Савăтри шывра пулас упăшка сăнĕ курăнать имĕш.
- Унччен çухатнă япалана Çĕнĕ çул каçĕнчи тĕлĕк тупма пулăшать тенĕ.Çакна валли шыв янă стакана кравать айне, стакана шăлĕсемпе çÿлелле туса икĕ вилка лартмалла. Тĕлĕкре япала тупсăмĕ курăнать.
- Çĕнĕ çул каçĕнче мĕн те пулин пулчĕ тĕк çулталăкĕпех çапла пулать тенĕ.
- Çĕнĕ çулта сунаслани пĕтĕм çулталăк телейлĕ пулассине пĕлтерет имĕш.
- Çĕнĕ çула çĕнĕ тумпа кĕтсе илни тепĕр çулта пĕрмаях çĕнĕ тум илме май пулассине,çак çул ăнăçлă пулассине пĕлтерет тенĕ.
- Çĕнĕ çул умĕн кам юлашки черккене ĕçет уншăн çулталăк ăнăçлă пулать.
- Çĕнĕ çул вăхăтĕнче енчĕк пушă тăк çулталăкĕпех укçа çителĕксĕр пулать.
- Çĕнĕ çул кĕреки апат-çимĕçпе пуян пулсан çитес çул çемьере тулăх пурнăç пулать.
- Çĕнĕ çул умĕн кил-çуртран çÿп-çап илсе тухмаççĕ – унсăрăн килте çулталăкĕпех ăнăçу пулмасть.
- Çĕнĕ çулти пĕрремĕш кун хаваслă иртни çулталăкĕпех çавăн пек пуласса тенĕ.
Комментировать