Чи малтан курпунлă старике курсан...
Çĕнĕ çула тĕрлĕ çĕр-шывра расна кĕтсе илеççĕ. Шупашкарта пурăнакан ют патшалăх гражданинĕнчен тата пирĕн тăрăхра пулса курнă тĕрлĕ халăх çыннинчен çулталăкри чи кĕтнĕ уява епле паллă туни пирки ыйтса пĕлтĕм.
Чăрăш вырăнне пуленкене илемлетеççĕ
Эктор Алос тата Фонт Барселонăра çитĕннĕ. 1988 çулта Каталонири политехника университетне, 2008 çулта Барселона университечĕн филологи факультетне пĕтернĕ. Вырăс, каталон, эсперанто, провансаль, галиси, астурлеон тата ытти нумай чĕлхене пĕлекенскер социолингвистикăпа тата чĕлхе политикипе интересленет. 2012 çултанпа вăл Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлет. Уяв пирки ыйтиччен унăн хушамачĕпе кăсăклантăм. Испанире пурин те икшер хушамат иккен. Ашшĕн тата амăшĕн хушамачĕсем.
- Хĕр качча кайсан та хăйĕн хушаматне çухатмасть. Ку яланах çапла пулнă. Манăн атте - Жорди Фредерик Алос тата Балье, анне - Элизенда Фонт тата Кампделакреу. Хĕрĕмĕн ятне документсенче Нина Алос тата Стоменская тесе çыраççĕ. Манăн анне мăшăрăмпа испанла калаçатчĕ. Тĕрĕссипе, Ирина пирĕн тăван каталон чĕлхине лайăхрах пĕлет. Чăваш Енре те çаплах, килнĕ е çĕнĕ çынпа чăвашла мар, вырăсла калаçаççĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Эктор.
Каталонире Çĕнĕ çул каçĕнче пĕр-пĕрне нимĕн те парнелемеççĕ.
- Пирĕн тăрăхра ытларах Раштава уявлама хăнăхнă, ăна çулталăкăн юлашки уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче паллă тăваççĕ, - паллаштарчĕ чĕлхеçĕ. - Ун чухне çемьепе пухăнма хăнăхнă, пĕрремĕш кунхине пурте пĕрле упăшкин килĕнче пысăк сĕтел хушшине лараççĕ, иккĕмĕш кунхине арăмĕн ашшĕ-амăшĕ патĕнче ĕçсе çиеççĕ. Парнесене пĕр кун маларах параççĕ. Çавăн пекех кăрлачăн 6-мĕшĕнче те парне тыттараççĕ, анчах ку çемье йăлисенчен килет.
Каталонире ытти çĕр-шыври пек пÿрте чăрăш лартмаççĕ, ун вырăнне эрне маларах... вутă пуленкине /çурманнине/ илемлетеççĕ, утиялпа витеççĕ, «пуçĕ» тĕлне калпак тăхăнтартаççĕ, утиял айне парнесем хураççĕ. Ачасем ăна патакпа çапаççĕ те утиял айĕнчен парнесем «вĕçсе тухаççĕ». Кунашкал пуленкесене лавккара та туянма пулать, вĕсене тĕрлĕрен илемлетсе сутаççĕ. Икĕ çак кун сăваплă шутланать - Христоса парне параççĕ-çке. Раштав уявĕсенче Каталонире вырăссен матрешкисем евĕрлĕ сувенирсене те сутаççĕ. Путина, Медведева, Аршавина, Рим папине тата ыттисене сăнланă сувенирсене асăрхама пулать. Çавăн пекех Каталонире тепĕр йăла пур, ăна «виçĕ патша» теççĕ. Кăрлачăн 6-мĕшĕнче Каспар, Мельхиор тата Бальтазар асамçăсене аса илеççĕ.
- Эпĕ çывхарса килекен Çĕнĕ çула Шупашкарта çемьепе уявлăп, Каталонири пекех пуленке илемлетрĕмĕр. Тăван тăрăхра эпĕ тахçанах пулман, çитес Раштава унта кĕтсе илме палăртрăмăр, - ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ вырăс хĕрне качча илнĕ, унпа Нинăпа Николауна воспитани паракан Эктор.
Мĕн пĕчĕкрен тинĕс хĕрринче пурăннăскер Раççейри сивĕ хĕлрен хăрать.
- Кунти хĕле аран чăтса ирттеретĕп. Ирхине 3-4 градус сивĕ пулнине хăнăхнă эпĕ, анчах пĕррехинче ялта 10 градус сивĕ тăнипе çутăпа шыв пĕр эрне пулмарĕç. Кĕçех 50 çул тултаратăп. Шупашкарта чĕлхе курсĕсене çÿретĕп, чăвашла калаçмашкăн вĕренме тĕллев лартрăм. Арăмпа иксĕмĕр каталон тата вырăс чĕлхисемпе пуплетпĕр, манăн тăвансемпе - каталонла, арăмăннисемпе вырăсла калаçатпăр. Анчах пĕр-пĕрне тата лайăхрах ăнланма эсперанто курсне çÿретпĕр, ун пек хутшăнма тата çăмăлрах. Иринăпа 9 çул каялла Чĕлхе фестивалĕнче паллашрăм. Туя Каталонире çырăнса ресторанта 5-ĕн уявларăмăр. Пирĕн тăрăхра çамрăксенчен чылайăшĕ çырăнмасăр пурăнать. Мăшăрăмпа инçе çула час-часах тухнипе виза ыйтăвĕ çивĕч, çавăнпа ЗАГСа кайсах çырăнтăмăр, унсăрăн Евросоюз визине памаççĕ, - ăнлантарчĕ Эктор.
Уява алăк уçса кĕтсе илеççĕ
Франциз Таерз - акăлчан. Вăл Англири Ноттингхем хулинче çуралса ÿснĕ. Каччăпа испанла, акăлчанла, каталонла, французла тата вырăсла калаçма пулать. Испанири Аликанте университетне пĕтернĕскер чĕлхепе компьютер тытăмĕн департаменчĕн аспирантуринче ăс пухать. Вăл - компьютер лингвистикин ăслăлăх кандидачĕ. Акăлчанпа ирланд юнĕллĕскер ку Çĕнĕ çула Аберистуит хулинче кĕтме палăртнă.
- Чылай чухне уява юлташсемпе пухăнса пĕрин килĕнче паллă тăватпăр. Сĕтел хатĕрлетпĕр. Кайран урама тухса уçăлатпăр. Раштавра парнесем паратпăр. Çĕнĕ çулта ку йăла çук, - каласа кăтартрĕ Франциз.
Акăлчансем сехет шаккама тытăнсан алăка уçаççĕ те вăл шăплансан хупаççĕ. Кивĕ çул кайнине, çĕнни килнине пĕлтерет ку.
- 2-3 çул каялла Челябинск хулине конгреса чĕнчĕç. Эпĕ Шупашкар урлă кайрăм, мĕншĕн тесен унта манăн юлташ пурăнать. Хула питĕ килĕшрĕ, çавăнпа Экторпа машина куçарăвĕн курсне йĕркелерĕмĕр. Ку манăн специализаци. Курс 2012 çулхи кăрлач уйăхĕнче пуçланчĕ. Çуллахи икĕ уйăхра вырăс тата чăваш чĕлхисен курсне хутшăнтăм. Шупашкара тепĕр хут килме ĕмĕтленетĕп, - терĕ Таерз.
Япаласене чÿречерен ывăтма пăрахнă
Тенка Лоренцо Тенкони Италири Мирандола хулинче çуралса ÿснĕ. Итальянла, акăлчанла, вырăсла чĕлхисемпе пуплекенскер 2002 çулта Техникăпа аграри институчĕн инженери факультетне пĕтернĕ, программист специальноçне алла илнĕ.
- Эпĕ çуралнă хула Миланран 200 çухрăмра. Тĕрлĕ çулта волонтерсен программисемпе усă курса ют çĕр-шывсенче ĕçлерĕм. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче сирĕн пата килтĕм. Шупашкарта пурăнатăп, хула мана шăплăхĕпе, çулла симĕс пулнипе тыткăнларĕ. Çулталăк хушшинче университетсенче, шкулсенче презентацисем йĕркелерĕм, ачасене итальян чĕлхипе паллаштартăм, çуллахи каникулта чĕлхе лагерĕнче ĕçлерĕм, - калаçрĕ Лоренцо.
Вăл 2011 çулта волонтер программипе усă курса Украинăна çитнĕ, Европа проектне хутшăнса интернат шкулта ĕçленĕ. Унтах хĕрпе паллашнă. Каччă Çĕнĕ çула хальхинче Украинăра савнийĕпе кĕтсе илĕ.
- Италире Çĕнĕ çула тус-юлташпа кĕтетпĕр. Сĕтел хатĕрлесе пĕрле савăнатпăр. Мĕнле парне лекесси яланах кĕтменлĕх. Çĕнĕ çулта вутă пуленки çунтаратпăр, ку япăххине кивĕ çулта хăварнине пĕлтерет. Йăла апат-çимĕçе те куçнă, çавăнпа çак кун пуленке евĕр пылак çимĕç хатĕрлеççĕ. Хула урамĕсенчи чăрăшсене теттесемпе, чечексемпе илемлетеççĕ. Сĕтел çине сысна ашĕнчен тунă кăлпасси тата ясмăк пăтти лартаççĕ. Çавăн пекех кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне кăркка какайĕ ăшалама йышăннă. Пирĕн халăх кăрлачăн 1-мĕшĕнче чи малтан курпунлă старике тĕл пулсан ĕмĕтсем пурнăçланасса ĕненет. Италире темиçе çул каялла пĕтĕм кивĕ япалана чÿречерен кăларса ывăтасси йăлараччĕ, юлашки вăхăтра ăна пăрахăçларĕç. Раштава вара çемьепе кăна уявлатпăр, - каласа тĕлĕнтерчĕ каччă.
Кинофильм пăхасси йăлана кĕнĕ
Патрик Восен - нимĕç каччи. Вăл Германири Кăльн хулинчен. Дортмундра ÿснĕскер нимĕç, акăлчан, вырăс чĕлхисене пĕлет, халĕ тата китай чĕлхине вĕренет. Бохум университечĕн филологи факультетĕнче ăс пухаканскер вырăссен тата Китай халăхĕн культурисене тĕпчет.
- Çĕнĕ çула пĕрле вĕренекен юлташсемпе Аахен хулинче кĕтсе илĕп. Çак кун эпир тĕрлĕ йăлана пăхăнатпăр. Хура тăхлана ирĕлтерсе юмăç яратпăр. Унран пулнă кĕлетке тĕрлĕ япалана пĕлтерет. Çавăн пекех нимĕçсен Раççейри «Ирония судьбы, или С легким паром» пек фильм пур, вăл «Dinner for One» ятлă. Çак кинофильма 40 çул ĕнтĕ Çĕнĕ çул каçĕнче çеç кăтартаççĕ. Каçалапа кашни урамрах тÿпене фейерверк яраççĕ. Анчах кăрлачăн 2-мĕшĕнче пурте ĕçе тухаççĕ, - ыйтăва хуравларĕ Патрик.
Германире Çĕнĕ çул - çемье уявĕ, кашниех пĕр-пĕрне парне валеçет, çак йăла «бешерунг» ятлă. Çĕнĕ çула нимĕçсем пачăшкă ячĕпе Сильвестр кунĕ теççĕ. Сĕтел çине пулăран тĕрлĕ апат хатĕрлесе лартаççĕ. Нимĕçсен интереслĕ тепĕр йăла пур: сехет шаккама тытăнсанах пурте сĕтел е пукан çине хăпарса тăраççĕ те юлашки хут шаккасан Çĕнĕ çула сиксе «кĕреççĕ». Хĕл Мучи Кристкиндпа /Юр Пикепе/ пĕрле ачасене парне валеçет, итлеменнисене пушăпа хăвалать. Хăй ашакпа çÿрет, ачасем ăна улăмпа хăналаççĕ.
- Эпĕ Чăваш Енре волонтер службинче пултăм. Шкулсемпе университетсенче нимĕç чĕлхине вĕрентрĕм, çавăн пекех чĕлхе клубне йĕркелерĕм. Çулла лагерьсенче пултăм, тĕрлĕ форум пуçартăм. Шупашкар хули, çыннисем, чăваш чĕлхипе культури питĕ килĕшрĕç. Кунта эпĕ питĕ лайăх юлташсем тупрăм, вĕсемсĕр питĕ тунсăхлатăп, - пĕлтерчĕ Патрик Восен.
Икĕ сехет каярах
Екатерина Кожухарь - украин хĕрĕ. Вăл пирĕн республикăна тĕрлĕ çĕр-шыв журналисчĕсемпе пĕрле конференцие килнĕччĕ. Вăл Молдова Республикинче вырăсла калаçакан çемьере çуралнă.
- Молдова Республикинче Çĕнĕ çула, Раççейри пекех, раштавăн 31-мĕшĕнчен кăрлачăн 1-мĕшĕччен уявлаççĕ. Вăхăт икĕ сехет расна пулнăран пирĕн тăрăхра 22 сехетре уявлама тытăнаççĕ, 24 сехетре вара шампань эрехĕ уçса ĕçеççĕ. Нумайăшĕ ку уява çемьепе тата юлташсемпе кĕтсе илме йышăннă. Эпĕ уява атте-аннепе тата аппапа паллă тăватăп. Икĕ эрне маларах чăрăш илсе капăрлатрăмăр, лавккасенче черет татăлмасть. Сĕтеле кашниех пуян хатĕрлеме тăрăшать. Пĕтĕмĕшле илсен, йăлтах Раççейри пек, - сăмахне вĕçлерĕ Екатерина.
Алена ТИМКОВА.