- Чăвашла верси
- Русская версия
Ывăнма пĕлмесĕр ĕçлет Хĕл Мучи
çак тата ытти сăвва вĕренеттĕмĕр пĕчĕк чухне. Вĕсене эпир, шăпăрлансем, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пекех пĕрин хыççăн тепри алă çĕклесе, уява килнĕ чи хаклă хăнасене каласа кăтартаттăмăр. Ара, Хĕл Мучипе Юр Пике парне, канфет-пĕремĕк параççĕ-çке. Вăхăт иртнĕçемĕн çитĕнетпĕр пулин те пирĕнтен чылайăшĕ, ахăртнех, Çĕнĕ çула ача чухнехи пекех чăтăмсăррăн кĕтет.
Шел, шурă сухаллăскере уявра çеç куратпăр. Комсомольски районĕпе центрĕнче пурăнакансем, хăш-пĕр тăрăхрипе танлаштарсан, ытларах телейлĕ пулĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Вĕсем патĕнче çулталăкĕпех пĕр ывăнмасăр ĕçлекен Хĕл Мучи пурăнать. «Мĕнле-ха апла? Кам вăл?» - ыйту хыççăн ыйту çуралать-и?
Хĕл Мучи тесен чунра асамлă туйăм çуралать. Шур сухал савăнăç, шанăç парнелет. Каçалта тĕпленнĕ Владимир Павлов та ентешĕсене хаваслăх кÿрет. Вăл шкулсенче, культура çурчĕсенче иртекен уявсене Хĕл Мучи пулса каять. Симĕс чăрăш тавра карталанса тăнă ача-пăчана юрлаттарать те ташлаттарать. Вăлах «Каçал» халăх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Ăна вун виçĕ çул каялла пуçарнăскер унта çÿрекенсене, юрра-ташша юратакансене Хĕл Мучинчен те ытларах, çулталăк тăршшĕпех савăнтарать.
Владимир купăс сассине мĕн пĕчĕкрен юратать. Ача-пăча, çамрăксем клуба пуçтарăнсан та вăл ыттисем пек выляса-кулса çÿремен. Купăсçă çумне вырнаçнă та музыка инструментне епле каланине куç илмесĕр сăнанă. Арçын ачан та купăс тÿмисене Анатолий Волков пек çăмăллăн пусса илемлĕ кĕвĕ янăраттарас килнĕ. Пĕррехинче шăпăрлан кÿрши патне каçнă та купăс каламашкăн вĕрентме ыйтнă. Арçын çине тăракан ачана хирĕçлемен. Кĕçĕнни чи малтан пĕр енчи тÿмесем мĕнле нота вырăнĕнче пулнине ăнкарнă. Çаврăнăçуллăскер кĕçех тепĕр енчисене те хăнăхнă. Çапла вăл «Вăрмана кĕнĕ чух...» юрра вĕреннĕ.
Ăнтăлăвне курса тăрăшуллă ачана 4-мĕш класра ăс пухнă чухне çывăх çыннисем купăс илсе панă. Кил ăшшин управçи фермăра ĕçленĕшĕн уйăхне 45 тенкĕ илнĕ. Купăс вара ун чухне 10 тенкĕ хаклăрах пулнă. Владимир хăй тĕллĕн çине тăрса купăс калама вĕреннĕ. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех вăл ялти çамрăксемпе йăла-йĕркене пăхăнса салтак ăсатнă.
Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн каччă музыка енĕпех пĕлĕвне тарăнлатнă. Дипломлă специалист пулсан вăл шкула ĕçе вырнаçнă. Ачасен пултарулăх ушкăнне йĕркелесе нумай мероприятие хутшăннă, тĕрлĕ конкурсра палăрнă. Владимир Павлович музыка учителĕсем вĕренекенсене хăйсен çулĕпе кайма хушманнине ăнланмасть. «Ку профессире укçа ĕçлесе илме май çук», - тесе çине-çине «ăс панипе» ачан туртăм пулсан та пăчланать.
- Хăш-пĕр шкулта музыка урокĕнче ачасене магнитофон ярса юрлаттараççĕ. Çапла ĕçлесен чăваш халăх культури кăна мар, вырăссен те упранса юлмĕ, - пăшăрханса калаçрĕ Владимир Павлович.
Унăн шухăшĕпе - ачасене тăван халăх культурине юраттарасси шкулта епле вĕрентнинчен чылай килет. Вĕрекен юнлă çамрăк пĕлÿ çуртĕнче кĕске вăхăт ĕçленĕ хыççăн Комсомольскинчи культура çуртне вырнаçнă. Килĕрен киле, кашни предприяти-организацие тенĕ пекех çÿресе, юрлама-ташлама юратакансемпе чуна уçса пултарулăх ушкăнне пуçарасси пирки калаçнă. Кĕçех «Каçал» фольклор ансамблĕ йĕркеленнĕ. Анчах çынсене пуçтарнипех малалла каяймăн-çке. Репертуар хатĕрлемелле. Владимир Павлов хĕрÿ тепĕр ĕçе пуçăннă. Вăл Комсомольски районĕнчи ялсене, ватăсем патне халăх юррисене пухма çÿренĕ.
- Çул çине тăкакланнинчен те ытларах вăхăт тупасси шухăшлаттарать. Мĕншĕн тесен ватă çын патне пĕрре кайса юрă сăмахĕсене çырса илнипе ĕç вĕçленмест. Кĕвве килте купăс каласа вĕренсе тепре кайса килеттĕм, ватă çынна итлеттереттĕм, - калаçăва тăсрĕ Владимир Павлович. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - халăх пурнăçне сăнлакан юрăсен илемлĕхĕ, янăравлăхĕ кĕвĕ темиçе кукăртан тăнинче, йывăррăн юрланинче палăрать. Çавăнпах вĕсене тĕпчекен çыннăн халăх юррисене эстрада «çăлтăрĕсем» ытла та çăмăллатса, урăхлатса шăрантарнине кăмăлламасть. Владимир чунне унран та ытларах асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем мĕн пĕчĕкрен пĕлнĕ юрăсене хальхи артистсем хăйсенни пек «янăраттарни» ыраттарать.
Владимир Павлов ку таранччен çитмен ял районта юлманпа пĕрех. Пĕррехинче Александра Андреева патне кайнă вăл. Кинемей çамрăка самаях пулăшнă. Пĕр юрра, сакăр вун тăхăр çаврăмлăскере, пуçламăшĕнчен вĕçне çити юрласа тĕлĕнтернĕ. Паллах, сцена çинче çавăн чухлĕ шăрантараймăн. Çавăнпа Владимир хăшне-пĕрне кĕскетет.
шăрантараççĕ «Каçал» юрăçисем çирĕм çичĕ çаврăмлă тепĕр юрра кĕскетсе. Ватăсем Владимира пулăшас тесе хăйсем те тăрăшаççĕ. Пĕррехинче, пĕр кинемей арçынна чĕннĕ, тата темиçе юрă аса илни пирки пĕлтернĕ. Шел, тĕпчевçĕ ун патне кайма ĕлкĕреймен - хĕрарăм çут тĕнчерен уйрăлнă.
Фольклор ансамбльне çÿрекенсен кăсăклану ан пĕттĕр тесе ертÿçĕ юрă-ташă ăстисене тĕрлĕ мероприятие, конкурссемпе фестивальсене хутшăнтарать. Ушкăн пухмачĕнче грамота-диплом, тав хучĕ темĕн чухлех. Унтан та хаклăрах тупра - пухса хатĕрленĕ юрăсен хулăн альбомĕ: пĕтĕмпе 100 ытла юрă. «Каçалсем» çав юрăсене шăрантарса Чăваш Ен çыннисене кăна мар, ытти регионта тĕпленнисене те савăнтараççĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе вĕсем Турци халăхне те пĕрре мар тĕлĕнтернĕ. Чăваш йăли-йĕркине сцена çине кăларакан ушкăнпа аякри çынсем темиçе сехет тăрса сăн ÿкерттернĕ, пирĕн тăрăхран кайнисем тăван чĕлхепе пупленине савăнса итленĕ. «Каçал» хĕрарăмĕсен пуçĕнчи хушпусем йăлкăшса тăнă. Вĕсене XVIII ĕмĕрти кĕмĕл укçаран тунă. Инкек сиксе тухасран Турцин йĕрке хуралçисем чăваш маттурĕсем тавралла тăрса утнă. Анчах Владимир Павлович инçе çула тухсан савăнса та, хурланса та килет. Фестивальсене ытти тăрăхран çамрăксенчен тăракан ушкăнсем те пыраççĕ. «Каçалта» вăл, 40-е çывхаракан арçын, - чи çамрăкки. Ертÿçĕ çитĕнекен ăрупа, шкул ачисемпе, ушкăн йĕркелесшĕн. Иккĕленместĕп: Владимир тĕллеве пурнăçлатех.
- Володя пек çын ытларах пулсан чăвашлăха, тăван халăхпа культурăна упраса хăварма пулать, - палăртрĕç «Каçалăн» маттур арĕсем. Ывăнма пĕлмесĕр ĕçлекен ертÿçĕ пÿлĕмне кĕнĕ Николай Кисапов, Николай Николаев, Петр Баринов культура çурчĕ çывăхĕнче иртнĕ чухне шăллĕ вырăнĕнчех пулакан Владимир патне кĕмесĕр каймаççĕ. Каçхине каллех пĕтĕм ĕçсене пăрахсах ытти ăста пекех репетицие васкаççĕ. Пысăк та туслă çемьери пек чуна уçса калаçма та, пĕр-пĕринчен сĕнÿ-канаш ыйтма та вăхăт тупаççĕ. Сăмах май, вĕсем, маттур чăваш арĕсем, темиçе çаврăм ян янраттарчĕç.
Владимир «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ çумĕнче арçынсен /15-ĕн/ ушкăнне тата купăсçăсен ансамбльне йĕркеленĕ. Вĕсем, кĕрнеклĕскерсем, сцена çине тухсан халăх шăпланать. Куракансем тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ: çавăн чухлĕ арçынна пĕрле пухса ушкăн тытса тăма ертÿçĕн ăçтан вăй-хал тупăнать? Чăнах та, ывăнма пĕлмесĕр ĕçлесе халăха Хĕл Мучи тумне тăхăнса савăнăç парнелекен Владимир Павлов пек çын ытларах пулсан...
Елена ТРОФИМОВА.
Хаçата пичете хатĕрленĕ вăхăтра савăнăçлă хыпар илтрĕмĕр: Комсомольски районĕн ял тăрăхĕсен пĕрлехи культурăпа кану центрĕн «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçине Владимир Павлова «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă.
Комментировать