Архив - 12 Мар, 2020 - Çамрăксен хаçачĕ
"Çамрăксен хаçачĕн" "Вăрçă ачисем" социаллă проекчĕ
«Нушаллă çитĕннисем чаплă çын пулаççĕ»
Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Ямашра сăрт çинче ларакан кăвак сăрăпа сăрланă тăпăл-тăпăл çурт тĕлĕнче чарăнтăмăр. Кунта Совет Союзĕн Геройĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче летчик пулса паттăрлăх кăтартнă Федот Орлов çуралнă. Питĕрнĕ хапха хушăкĕпе картишелле тинкертĕм: çĕнĕ крыльца курăнчĕ, брусчатка сарнă… «Эй! Сире Германире кураççĕ халĕ! Мĕн пăхатăр унта?» — урампа иртсе каякан арçын чарăнса тăрсах эпир мĕн шухăшпа çÿренипе кăсăкланчĕ.
Мунча кĕрсе курман