«Нушаллă çитĕннисем чаплă çын пулаççĕ»

12 Мар, 2020

Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Ямашра сăрт çинче ларакан кăвак сăрăпа сăрланă тăпăл-тăпăл çурт тĕлĕнче чарăнтăмăр. Кунта Совет Союзĕн Геройĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче летчик пулса паттăрлăх кăтартнă Федот Орлов çуралнă. Питĕрнĕ хапха хушăкĕпе картишелле тинкертĕм: çĕнĕ крыльца курăнчĕ, брусчатка сарнă… «Эй! Сире Германире кураççĕ халĕ! Мĕн пăхатăр унта?» — урампа иртсе каякан арçын чарăнса тăрсах эпир мĕн шухăшпа çÿренипе кăсăкланчĕ.

Мунча кĕрсе курман

Шупашкарта пурăнакан тăванĕ Александр Орлов шăпах яла килнĕччĕ. «Федот Никитичсен килĕнче шалта тулти пекех илемлĕ халĕ. Пурăнма та пулать унта. Пĕлтĕр юсав ирттертĕмĕр. Канализаци, шыв кĕртрĕмĕр, çурт тăррине черепицăпа витрĕмĕр, картише хăтлăлатрăмăр. Çурта Федот Орловăн пиччĕшĕн мăнукĕ, Германире пурăнакан Валентина, пăхса тăрать. Видеокамера вырнаçтарчĕ те кунта мĕн пулса иртнине йăлтах сăнаса тăрать, çулла килсе çÿрет, пахчара чечексем ÿстерет», — терĕ Александр Владимирович. Тăван килне çапла тирпейлĕхре тытнăшăн Федот Никитичăн чунĕ леш тĕнчере савăнать пулĕ. Хăй вара вăл çак килте ÿснĕ чухне ырлăх курнă-ши?
Пулас летчик питĕ чухăн çемьере ÿснĕ. Вĕсен çурчĕ çурри таран çĕре путса кĕнĕ. Вăл ялти ытти пÿртрен мĕскĕн курăннă. Пĕр тикĕс чÿрече те пулман, алăкĕ те аран уçăлкаланă. Шăтăк-çурăка амăшĕ ĕне тислĕкĕпе, тăмпа сапланă. Хĕлле пÿрт тавра навус купаланă. Чÿречесен çÿлти пайне çеç хупламасăр хăварнă. Тăватă ача кăмака çинче хĕл каçнă. Орловсен çурчĕ тăвайккинелле пăхнă. Унта ярăнакан вĕтĕр-шакăра ачасем чÿречерен çеç сăнайнă. Вĕсен урама тухмашкăн çи-пуçĕ пулман. Ачасен ашшĕ, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен аманса таврăннăскер, çамрăклах вилнĕ. Чи асли Якур 9 çулта пулнă ун чухне. Хветут вара 2-ре çеç. Çук пурнăç тăлăх арăма самаях нушалантарнă. Ним тума аптăранипе вăл вăталăх ывăлне Кирилене кÿршĕ ялти, Çеменкассинчи, ачасăр мăшăра усрава панă. Хушăран Матрÿнепе Хветут ун патне хăнана кайнă, Кирилешĕн тунсăхланипе мар, çиес килнипе. Пурăнсан-пурăнсан çĕтĕк пÿртре ачисем шăнса ан вилччĕр тесе амăшĕ тепре качча тухнă. Анчах упăшки ырлăх кăтартман, тăван мар ачисене тăтăш хĕненĕ, çимел-липе сăмахланă.
1921 çулта Атăлçи тăрăхĕнче хăрушă выçлăх хуçаланнă. Хветута та ялти темиçе тантăшĕпе пĕрле Мускав облаçĕнчи Томилинăри ача çуртне илсе кайнă. Канаша çитсен вĕсене çăвăнтарнă. Унччен Хветут мунчара пулса курман. Çулла Вылăра шыва кĕнĕ, хĕлле вара çăвăнма мар, пит-куçа сайра хутра çеç йĕпеткеленĕ. Мунчара пĕрер татăк супăнь парсан вăл мĕнне пĕлмесĕр Хветут çăвара хыпнă та çавăнтах сурса пăрахнă.
Ача çуртĕнче вĕсене тăтăшах экскурсие, вăрмана илсе çÿренĕ. Пĕррехинче пуйăспах лартса кайнă. Ансан курах кайнă — инçех мар шурă чатăрсем лараççĕ, вĕсен тавра сăран куртка, сăран шлем тăхăннă çынсем уткаласа çÿреççĕ. Часах чатăрсенчен ачасем хальччен курман машина-кайăксем тухма тытăннă. «Тимĕр кайăка» çавăн чухне пĕрремĕш хут курнă пулас Герой. Çавăн чухне шухăшланă: «Çынсем тĕк çынсем, покранимер! Тÿпене хăпарма хăрамаççĕ. Шăпах çав вăхăтра вăл хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă — ялтан пĕрле килнĕ тусне Левентие ÿссен ярапланпа ярăнтарассине пĕлтернĕ. Кунĕн-çĕрĕн çакăн пирки çеç шухăшласа çÿренĕ ача. Тĕлĕкре те яраплан курнă, вăрансан та хăйне летчик пек тыткаланă.
Кĕçĕн Ямашран Хветутпа пĕрле ашшĕсĕр юлнă тăлăхсем Левентий Красновпа Пелагея Смирнова ача çуртĕнче пурăннă. Хĕрачана вырăссен çемйи усрава илес кăмăллă пулнă. Анчах амăшĕ Агафия Яковлева хĕрне ют çынсене пама килĕшмен. Хĕрне курма килнĕскер пĕрлех илсе кайнă. 10-ри Хветута та хăварман.

Хаçат сырса шкула кайнă

Паллă летчик ялĕнче Агафия Яковлевнăн мăнукĕпе Вера Васильевăпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. «Федот Никитича кукамай пăхса çитĕнтерчĕ. Манăн апипе Пелагейăпа вĕсем пĕртăван пек ÿсрĕç. Орловсен те, кукамайсен килĕ те пĕр урамрах. Хветута тăван мар ашшĕ кĕртмен, ача кил умĕнче макăрса тăнă. Шăматри шкула тăхăнмалли çуккипе урине хаçат сырса кайнă. Çав тери нушаллă çитĕннисем чаплă çын пулаççĕ», — терĕ тивĕçлĕ канури Вера Василева. Вĕсен кукамăшĕн çемйи те çав саманара шар курнă. 4 кĕлет, 70 тонна тырă, темиçе лаша, ĕне, пĕр кĕтÿ сурăх тытаканскерсене кулак тесе айăпланă. Пĕтĕм тырра, выльăх-чĕрлĕхе, çурта, сарай-витене туртса илнĕ. Икĕ пÿртрен пĕрне кăна хăварнă. Унта 12 вăй питти çын хĕсĕнсе пурăннă. Мускава Калинин патне çыру çырсан вĕсен таса ятне тавăрнă. Анчах туртса илнĕ пурлăха каялла илеймен. «Кулак ачине качча тухрăн тесе апие колхоза та ĕçлеме кăларман», — каласа пачĕ Вера аппа.
Хветут хĕллесерен аппăшĕпе Ульянăпа ял-ял тăрăх ыйткаласа та çÿренĕ. Юр кайсанах пиччĕшĕпе Якурпа ĕне, сурăх, сысна кĕтĕвĕсене пăхнă. Çапла вăл таврари ялсен выльăх-чĕрлĕхне 7 çул çÿретнĕ. Çуркунне- кĕркунне Хветут шкула кайнă. Мăн Пакăшри — пуçламăш, Шăматри — ултă класлă, Элĕкри хресчен çамрăкĕсен шкулĕсенчен чиперех вĕренсе тухнă. Чухăнлăхне пула Хветут хĕрсемпе калаçса-çÿресе курман. Ялта вăл Татьяна ятлă хĕре килĕштернĕ. Анчах лешĕ çук çынна тиркенĕ. Пĕррехинче япăх тумланнă каччă хĕр патне пынă та хăй сисмесĕрех кĕçĕтсе кайнă хулпуççине хыçнă. Çакна курса пике: «Эсĕ мĕн шăтăксене хыçкаланма тунă-и?» — тенĕ. Хветут вара килне чупса кайса сарайĕнче чун каниччен макăрнă.
Элĕкри пĕлÿ çуртĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă çамрăксене фабрика-завод вĕренĕвĕн шкулне янă. 19-ти Федот Орлов Чулхулари ФЗУ шкулĕ хыççăн «Жиртрест» заводра тар тăкнă. Ăс пухнă, ĕçленĕ вăхăтра та вăл хăйĕн ĕмĕчĕ çинчен манман. Вĕренме кĕнĕ чухне панă çĕнĕ тума тăхăнса пĕр сехет тĕкĕр умĕнче тăнă самантра та хăйне летчик пек туйнă. Орден-медаль çакнă çынсене урамра курсан хыççăн утнă. Пĕррехинче çар çынни хăйне сăнанине асăрханă та сăмах чĕннĕ. Хветутăн летчик пулас килни пирки каласа кăтартма тивнĕ. Арçын тепĕр кунне ăна культура керменне пыма ыйтнă. Çапла вăл планеристсен кружокне çÿреме тытăннă.

Ыраш уйне аннă

1932 çулта Федот Орлова хĕрлĕ çара илнĕ, тÿрех Ейскри çар авиацийĕн шкулне вĕренме янă. Ун хыççăн вăл Ростоври аякка вĕçекен бомбардировщиксен бригадине лекнĕ. Унччен те пулман — ăна Гастелло экипажне иккĕмĕш летчика çирĕплетнĕ. Чăваш каччи Николай Францевичпа питĕ туслă пулнă, вĕсем 6 çул пĕрле ĕçленĕ. Юлташĕ каланă сăмаха — «Летчик пĕрре çеç йăнăшать» — тенине Федот Никитич хăйĕн асне ĕмĕрлĕх вырнаçтарнă. Çу уявĕнче экипаж Мускаври Хĕрлĕ лапам çийĕн вĕçме тивĕç пулнă. Çавăн чухне Кĕçĕн Ямаш каччин чунĕ мăнаçлăхпа тулнă — ара, вăл, ялти чи чухăн çын, кĕтÿçĕ, çĕршывăн тĕп лапамĕ çийĕн вĕçет-çке.
Кăштахран Николай Францевича отряд командирне лартнă, Федот Никитич вара ун вырăнне йышăннă. 1939 çулхи çуркунне Гастелло эскадрилья командирĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. Чи çывăх юлташĕ, чăваш каччи, отряд командирĕ пулса тăнă. «Тусăм, сана хамăн отряда, экипажа тата сенкер «Двойка» шанса паратăп», — тенĕ ун чухне Николай Гастелло. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тăваттăмĕш кунĕнчех вилнĕ. Паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕ. Федот Орловăн вырсарникунран отпуска каймалла пулнă. Анчах ĕмĕтленни пурнăçланман — тепĕр кун ирхине çĕршыва Гитлер çарĕ тапăнса кĕнĕ. Вăрçă пуçланас умĕнхи каç Федот Никитич тĕлĕкре хăйĕн çывăх çыннисене курнă — амăшне, аппăшĕпе йăмăкне, шăллĕне. Ентешĕ Николай Алексеевич хут купăс калать пек. «Вăрçă пулмасан çапла лайăх çав», — тенĕ имĕш.
Летчик тăшман техникине, салтакĕсене тĕп тума çĕрле — 144, кăнтăрла 500 хут ытла вĕçнĕ. Вăрçăн пирвайхи çулĕсенче кăна Орлов тăшманăн 93 самолетне, 60 ытла танкне çĕрпе танлаштарнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем тултарнă вун-вун цистернине вут тивертнĕ, çĕр-çĕр салтакне тĕп тунă. Çак паттăрлăха шута илсе 1942 çулхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. 1943 çулта ентешĕмĕрсем — Улатăр районĕнчи А.Сарсков, Муркаш тăрăхĕнчи П.Майковпа С.Соловьев колхозниксем — хăйсен укçипе самолет ăсталаса Федот Никитича парнеленĕ. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче нушине пайтах курнă. Çапах та Совет-финн вăрçинче те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те, Японири хирĕç тăрура та пĕрре те аманман. Пуля унăн шлемофонне шăйăрттарса иртнĕ, шăлавар витĕр тухнă, анчах ÿте лекмен.
Федот Никитич вăрçă çулĕсенче те, ун хыççăн та тăван ялне самолетпа темиçе хут аннă. Пирвайхи хут Кĕçĕн Ямаша 1941 çулта анса ларнă. Пĕтĕм ял самолет еннелле вирхĕннĕ. Ыраш уйне тем самантра ярмăрккăри пек халăх пухăннă.

«Федот Никитич каçармасть!»

«Кукамайпа кăмака çинче лараттăмăр. Пирĕн тĕлте машина чарăнчĕ. Апи вăрмана кайнăччĕ. Çар тумĕ тăхăннă çын пÿрте кĕрсе тăчĕ. Дядя Федя! Кукамая кăмака çинчен йăтса антарчĕ. Вилсен тăхăнса кайма тесе ăна пиртен çĕленĕ йĕм, хура саппун, тутăр парнелесе хăварчĕ. Хăйне пăхнăшăн тав турĕ çапла. Пирĕн çимелли ним çукчĕ те сĕтел хушшине лартаймарăмăр. Вăрçă хыççăн та пурнăç питĕ йывăрччĕ. Яла килсен Федот Никитич пирĕн апи патне кĕмесĕр нихăçан та кайман. Пĕртăвансем пек ÿснĕ вĕсем. Пирĕн ати Василий Алексеев вăрçăра Германиех çитнĕ. Пĕррехинче командир Федот Орлова Совет Союзĕн Геройĕн ятне панине пĕлтернĕ. Пирĕн ати са-вăннипе командира ыталанă, Хветутпа пĕрле çитĕннине каланă. Командир атие 100 грамм спирт ярса панă. Çавăн хыççăн вăл пĕр талăк вăранмасăр çывăрнă», — аса илĕвĕсемпе пайланчĕ Вера Васильевна. Унăн кукамăшне Федот Никитич парнеленĕ кĕпесемпе пытарайман, пушарта вĕсем çунса кайнă.
«Анне колхоза ĕçлеме каятчĕ те кунне 1 кило çăкăр паратчĕç. Ăна 11-е пайланă. Пĕр татăк çăкăрпа кун каçнă. Нумаях пулмасть лавккана кайрăм. Фургонпа Шупашкартан срокран тухнă çăкăр илсе килнĕ те çынсем тимлесе суйлаççĕ. Çăкăр навус вырăнĕнче халĕ. «Ку çăкăр ĕлĕк пуласчĕ», — тесе йĕрсе ятăм», — ĕлĕкхипе хальхине танлаштарчĕ Вера аппа. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.