Питĕртен Владивостока çити чупасшăн

12 Мар, 2020

6 килограмлă кутамккапа

Элĕк районĕнчи Татмăш ялĕн каччи Максим Егоров чупассипе ачаранпа кăсăкланнă, сахал мар марафона парăнтарнă. Спортăн çак тĕсне чăннипех те юратать вăл. Шухăшсене пĕр тĕвве пуçтарнă та каччă 10 пин çухрăмлă маршрут йĕркеленĕ. М.Гладуэлл «Гении и аутсайдеры. Почему одним всё, а другим ничего?» кĕнекинче каланă тăрăх, пĕр-пĕр ĕçре чăн ăста пулас тесен 10 пин сехет тăрăшмалла. Ку цифра Максимăн пуçĕнче шăпах çав кĕнекерен ăса кĕрсе юлнă. Маршрут тăсăмĕ те çавăнпа çыхăннă. Ăна парăнтарма пĕлтĕрех тухас тенĕ каччă, анчах шиклĕх туйăмĕ чăрмантарнă. Кăçал вăл тинех «пиçсе» çитнĕ. Чи кирли — ĕçе тытăнасси. Хайхискер пуçлăх патне пынă та çур çуллăх отпуск ыйтнă, Питĕртен Владивостока çити чупма палăртнине пĕлтернĕ. Хуçа хирĕçлемен.
«Пурнăçа сая яратăп», — тесе хăйне тиркемешкĕн Максимăн пысăк сăлтав çук. Вăл Шупашкарта техникумра вĕреннĕ, Питĕрте аслă пĕлÿ илнĕ. Аэродромсемпе вертодромсене çутăпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен организацире инженерта тăрăшать. Кашни çыннăн хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăвармалли пирки калаçу пуçарсан тăванĕсем Максима çемье çавăрма сĕнеççĕ. Ку тĕлĕшпе вăл васкамасть. Пурнăç вĕçне çитичченех юратса пурăнмалли хĕре тĕл пулсан кăна авланасшăн.
Ленинграда блокадăран кăларнăранпа 76 çул çитнине халалласа кăрлачăн 26-мĕшĕнче Питĕрте «Пурнăç çулĕ» марафон иртнĕ. Максим унта хутшăнса 42,2 километра парăнтарнă. Унăн «Питĕр — Владивосток» марафонĕ çакăнтан старт илнĕ те. Финиш çур çултан, çĕртмен 26-мĕшĕнче, пулмалла.
Унăн çумĕнче 6 килограмм таякан кутамкка кăна. Унта улăштарса тăхăнмалли çи- пуç, кроссовка, гигиена хатĕрĕсем, икĕ телефон, зарядник. Тосно, Валдай, Аслă Новгород, Вышний Волчек, Тверь, Клин, Зеленоград, Чулхула, Шупашкар, Хусан… хыçа юлнă ĕнтĕ. 1,6 пине яхăн çухрăм парăнтарнă вăл. Иртнĕ эрнере Максим Чăваш Енре пулчĕ, 4 кун тăван тăрăхра пурăнчĕ, редакцие кĕрсе тухма вăхăт тупрĕ.
Каччă автоçул хĕррипе чупать. Трасса шавĕ, машинăсем кăларакан сиенлĕ газ, пылчăк, ăмăр çанталăк унăн ĕмĕтне пурнăçлама чăрмантармаççĕ. Кун тăршшĕ кĕске пулнă чухне тĕттĕмрех чупнă. Мĕн пирки шухăшлать-ха вăл çул çинче? Пурнăç, çак тарана çитсе мĕн туни çинчен, миçе çухрăм çурăм хыçне юлни пирки...
Малтанхи кунсенче Максимăн урисем сăрăлтатнă, хăраххи шыçнă. Ун пек инçĕше нихăçан та чупса курман-çке вăл. Урасене йывăр пуласран сахалрах чупнă — кунне 18 километр, кайран çухрăмсене ÿстерсе пынă. Аптекăра чĕркуççие тăхăнмалли хатĕр туяннă, маç сĕрнĕ те малалла вĕçтернĕ. Мускава çитнĕ чухне те ыратма чарăнман, Владимира кĕнĕ май иртсе кайнă.

Урине массаж тума шантарать

«Çак ĕмĕте халь мар тăк урăх нихăçан та пурнăçлаймастăп. «Ывăнсан мĕн тăватăн?» — час-часах ыйтаççĕ манран. Каялла чакас шухăш пуçа вуçех кĕмен. Эпĕ хамшăн кăна мар, çынсене хавхалантарассишĕн те чупатăп: тума май çук ĕç çĕр çинче çуках. Çын мĕн калĕ тесе тĕллеврен пăрăнмалла мар, çав ĕçе тытмалла та тумалла. «Организм чăтайĕ-ши?» — тесе эпĕ малтан иккĕлентĕм. Халĕ пĕлетĕп: вăл чăтать. Хама шанатăп. Чĕре çирĕп манăн. Урана йывăр ан пултăр тесе вăйлах чупмастăп. Эрнере пĕр кун канатăп. Эпĕ хампа диалог тума юрататăп. Марафонсенче чупнă чухне мышцăсем туртма пуçласан хама хавхалантараттăм: «Кăштах чăтăр-ха, халех ан парăнăр. Уншăн эпĕ массаж тăвăп, мунча кĕртĕп», — тесе хампа калаçатăп. Сăмах патăм пулсан тытмаллах, унсăрăн тепрехинче организм итлемесен те пултарать», — палăртрĕ Максим.
Автостоппа çÿрекенсем ырă çынсене шанса çула тухаççĕ пулсан Максим — хăйне кăна, çавăнпа укçа ыйтăвĕ яланах пур. «Эпĕ укçа ыйтма именетĕп. Кăштах пухнă укçа пĕтсен кредит картти пулăшать. Питĕрти спортсменсем, юлташсем кăштахшар куçарса пачĕç. Апат çиме, хăна çуртĕнче çĕр каçма пĕр кунра 2 пин тенкĕ кирлĕ. Çур çул валли — 360 пин тенкĕ. Паллах, кун чухлĕ укçа çук манăн. Кун пирки пуç ватасси пур тăк нимĕн те тумалла мар, килте лармалла», — терĕ каччă. Унăн тĕлне ырă çын сахал мар тупăнать, соцсеть урлă та çыхăнаççĕ. Валдайра /Новгород облаçĕ/ Оксана ятлă кинемей тÿлевсĕрех çĕр каçарнă. Аслă Новгородра Катьăпа паллашнă, иккĕшĕ пĕрле чупнă. Торжок хулинче пысăк дистанцисене чупакан спортсмен хăйĕн патне илсе кайса мунча кĕртнĕ. Хуласенче Максим парикмахерские кĕрсе тухать, хăйне этем ретне кĕртет. Ялсемпе хуласене çитсен сăн ÿкерĕнет. «Контактра», «Инстаграмра» вăл хăйĕн пирки пĕлтерсех тăрать.
Максим кафере кунне 3-4 хут апатланать. Лайăх çимесен вăй пулмасть-çке. Эрнере пĕр хутчен специалист патне кайса урине массаж тутарать. Воротынеца çитиччен вăл 33 çухрăм çумăр айĕнче канмасăр чупнă. Йĕпеннĕскер шăнасран шикленнипе чарăнман. Ури лачкам пулнă унăн. 15 пин тенкĕ тăракан кроссовкăпа вăл. Паллă фирма ăна икĕ мăшăр, хурипе шуррине, парнеленĕ. Тепĕр чухне хăйне хаваслантарас тĕллевпе вăл хăрах урине — хура, теприне шурă тĕслине тăхăнать.

«Хăвăн пуçу пур»

Ытлашши пĕр япала та йăтмасть спортсмен. Пĕчĕк кĕленчесенче шыв тата газлă пылак шыв. Çавăн пекех — мăйăр, типĕтнĕ улма-çырла, батончик. Тепĕр чухне карттă çинче палăртни чăнлăхпа пĕр килмест. Кафе вырăнне шиномонтаж ларни те пулнă. Çавăн пек чухне хырăм выççине ирттермешкĕн кутамккари çимĕçсем пулăшаççĕ. Пĕр кунхине çул çинче тĕттĕмре çутатакан жилет тухса ÿкнĕ. Çав япала темиçе грамм кăна таять пулин те кутамкка çăмăлланнине каччă тÿрех сиснĕ.
Чăваш Ене Максим Егоров пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче М7 трассăпа çитнĕ. Юлташĕсем ăна республика чиккинче, Етĕрне пăрăнăшĕнче, кĕтсе илсе Татмăша лартса кайнă. Тепĕр кунхине çав вырăнах леçсе хăварнă. Максим Муркаш районĕ, Хыркасси, Шупашкарти «Раща» урлă «Анне хÿтĕлевçĕ» монумент патне чупса çитнĕ. Тепĕр кунхине палăк патĕнчен Çĕнĕ Шупашкара, хăй вĕреннĕ 2-мĕш спорт шкулне çити, чупнă. Спортсмен каланă тăрăх, юлташĕсем пурăнакан хуласенчен /Мускавран, Хусантан/, тăван тăрăхран уйрăлма йывăр ăна. Çавăнпа вăл нумаях тытăнса тăмасть, часрах тухса чупасшăн. Максим амăшĕпе Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă, унтах шкула çÿренĕ пулсан та хăйне ял каччи тет. Кашни канмалли куна вăл кукамăшĕ патĕнче Татмăшра ирттернĕ. Ялти нихăш ĕçе те тиркемен. Ыттисем пекех тислĕк те тасатнă, вутă та çурнă… Амăшĕ ывăлне яланах шаннă, пурнăç çулне хăйне суйлама ирĕк панă. «Санăн хăвăн пуçу пур», — Максим марафона тухнине пĕлсен çапла каланă вăл хальхинче те. Максим Питĕрте йăмăкĕпе, студенткăпа, пĕрле хваттер тара тытса пурăнать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.