Хăш-пĕр хĕр-хĕрарăм сăрланмасăр ĕçе мар, çÿпĕ тăкма та тухмасть. Çапах халĕ пит-куçа сăрламасăр çÿресси модăна кĕчĕ. Тĕнчипе паллă «çăлтăрсем» хĕрарăмăн çут çанталăк панă илемне кăтартма хистесе макияжсăр сăн ÿкерчĕкĕсене соцсете вырнаçтараççĕ.
Чăваш арçыннисем юратма пĕлмеççĕ текенсене ан ĕненĕр. Еплерех пĕлеççĕ! Манăн хăна Тутарстанри Чистай районĕнчи Анат Кăтратара кун çути курнă Александр САВЕЛЬЕВ çакна хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетет.
Ку каччă хăйĕн çулне кире пуканĕн спортĕнче тупнă. 20 çулти Василий Кириллов унсăр пурнăçа курмасть темелле. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илекенскерĕн ĕмĕчĕ-тĕллевĕ те кире пуканĕн спорчĕпе çыхăннă.
Шупашкарта кун кунлакан Ирина Павлова — тавралăх вараланнишĕн, унта-кунта çÿп-çап выртнишĕн питĕ пăшăрханакан çын. Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи вăрманта унăн тăтăш пулма тивет: дача унта вырнаçнă. «Кирек мĕнле йĕркеллĕ çын пекех çут çанталăка юрататăп. Дачăна çÿренĕ чухне чун хурланать. Йĕри-тавра çÿп-çап йăванать. Хăçанччен çакна чăтса пурăнмаллаччĕ? «Çитет!» — теес килетчĕ. Пĕрмай сурчăк сирпĕтсе путсĕрсене вăрçнипе, çÿп-çап урлă каçса малалла утнипе усси çук. Пĕшкĕнсе хутаçа чиксен усăллăрах мар-и?» — шухăшне пайларĕ 52 çултискер.
Кирек мĕнле çанталăкра та вăл кашни кун ирхи 5 сехетре — Кÿкеçри стадионта. Ирсерен 10 çаврăм утса тухассине йăлана кĕртнĕ. 89-ти Николай Баринова мучи теме чĕлхе çаврăнмасть, питĕ йăрă та хастар. Пуриншĕн те вăл кунта — «Дядя Коля». Утнисĕр пуçне чупать, тренажерсем çинче хăнăхтарусем тăвать. «Ватă çыннăн курпун тухма пултарать, çавăнпа хытă сак çинче ытларах выртмалла. Акă эпĕ те хăмана чалăштаратăп та ун çине выртса кĕлеткене 6 хутчен çĕклетĕп», — шÿтлет Коля пичче.