Алă кире пуканĕ ыйтать

17 Окт, 2019

Ку каччă хăйĕн çулне кире пуканĕн спортĕнче тупнă. 20 çулти Василий Кириллов унсăр пурнăçа курмасть темелле. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илекенскерĕн ĕмĕчĕ-тĕллевĕ те кире пуканĕн спорчĕпе çыхăннă. Икĕ çул каялла Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă яшпа çывăхрах паллашар-ха.

Вася, кире пуканĕн спортне çул мĕнле тупрăн?
— Тăван ялти шкулта, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара, ăс пухнă вăхăтра, 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне, кире пуканĕн секцине пырса кĕтĕм. Анатолий Кириллов тренер ăсталăха туптарĕ, пуçласа алла тимĕр снаряд тыттараканни те вăлах. Ку спорт тĕсĕ кăсăклантарчĕ, Чăваш Енри чи вăйлă тренер Борис Глинкин пирки пĕлтĕм. Ял хуçалăх академин студенчĕ пулса тăрсан ун патĕнче хатĕрлентĕм.
— Кĕске вăхăтрах çитĕнÿ тума май пулчĕ-и?
— Çук, çĕнтерÿ çулĕ кирек камшăн та çăмăл мар. Малтанхи вăхăтра йывăрччĕ, мышцăсем те çирĕп пулман, кĕлетке тĕрекленсе çитмен. Тĕрĕссипе, шкулти спортзалта арçын ачасен хушшинче эпĕ кире пуканне чи сахал çĕклекенниччĕ. Ăмăртура та выляса янă. Ума тĕллев лартрăм: кăтартупа тус-юлташа хăваласа çитсе иртсе каймасăр лăпланмастăп. Кире пуканĕпе кăна кăсăклантăм, спортăн ытти тĕсне тимлемен те. Çине тăрса хатĕрлентĕм.
Алă сулас шухăш пулман-и?
— Йăлтах пăрахăçласа ĕмĕте пăчлантарас патне çитнĕ самантсем пулман мар. Ун пек чухне малалла аталанни мĕн пани пирки шухăшламалла. Парăнсан çавна йăлтах çухататăн.
Малалла талпăнма мĕн хистет?
— Тĕллевсем. Тепĕр чухне выляса яни те. Астăватăп: 17 çулта пĕрремĕш хут регион тулашĕнчи ăмăртăва хутшăнтăм. Санкт-Петербургра иртрĕ вăл. Парнеллĕ вырăн илейменрен хама питĕ çиллентĕм. Çĕнтерÿ çăмăл-лăн килменнине ăнланмалла. Çине тăрса хăвна шеллемесĕр хатĕрленсен, тренерăн сĕнĕвĕсемпе кун йĕркине пăхăнсан веçех пулать.
Эппин, санăн кун йĕрки çирĕп.
— Çапла. Ирхи çичĕ сехет çурăра ыйхăран вăранатăп. Хыççăн — вĕренÿ, кăнтăрла иртсен — тренировка. Унсăрăн пурăнаймастăп та пулĕ. Икĕ кун спортзала каймасан ура хăех унталла утать, темскер çитмест пек туйăнать. Алă кире пуканĕ ыйтать. «Тимĕр чирĕ» темелле-тĕр ăна. /Кулать/.
Миçе килограмлă кире пуканĕ çĕклетĕн?
— Кашни алăра — 32-шер килограмм.
— Тăтăш ăмăртусене тухса çÿрени вĕренÿре чăрмантармасть-и?
— Пачах тепĕр майлă, пулăшса пырать. Тренировкăра вăхăт иртни сисĕнмест, хавхалану ÿсет.
Тĕслĕх пур-и?
— Хамăн ентешрен, академире вĕренекен Александр Павловран вĕренсе пыратăп. Çамрăк пулин те кире пуканĕ çĕклессипе тĕнче класлă спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Вăл пулăшса пырать, сĕнÿсем парать.
Спорт улăштарчĕ-и сана?
— Унăн витĕмĕ питĕ сисĕнет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтартăм хама. Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса палăрмашкăн, паллă спортсменсемпе паллашма май парать. Тавра курăм анлăланать, пĕлĕшсен йышĕ пысăкланать. Мĕн чухлĕ ытларах аталанатăн, пурнăçра çавăн чухлĕ çăмăлрах. Спорт ура çине тăма пулăшать, çĕнĕ çитĕнÿсем илсе килет. Çавна май умра çул уçăлать. Кире пуканĕ йăтман пулсан Чăвашран тухса курайăттăмччĕ-ши?
Эсĕ темиçе çул «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен кире пуканĕн турнирне хутшăнса парнеллĕ вырăнсене йышăнатăн. Кăçал та вăл Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче юпа уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче йĕркеленĕ. Хутшăнас кăмăл пур-и?
— Паллах! Хаваспах вăй виçĕп, халĕ шăпах çанă тавăрса хатĕрленетĕп. Кĕлетке виçине йĕркене кĕртмелле, диетăна пăхăнатăп. Виçене 3-4 килограмм таран чакармалла. Çăкăр, пылак апат çиместĕп, каçхине апатланмастăп. Турнирта Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçласса шанатăп. Çывхарса килекен ăмăрту еплерех çаврăнса тухасси паллă мар, упине тытмасăр тирне сĕвер мар.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.