- Чăвашла верси
- Русская версия
Наци проекчĕсем: «Çамрăксен хаçачĕ» 37 (6284) № 19.09.2019
Кирек мĕнле çанталăкра та вăл кашни кун ирхи 5 сехетре — Кÿкеçри стадионта. Ирсерен 10 çаврăм утса тухассине йăлана кĕртнĕ. 89-ти Николай Баринова мучи теме чĕлхе çаврăнмасть, питĕ йăрă та хастар. Пуриншĕн те вăл кунта — «Дядя Коля». Утнисĕр пуçне чупать, тренажерсем çинче хăнăхтарусем тăвать. «Ватă çыннăн курпун тухма пултарать, çавăнпа хытă сак çинче ытларах выртмалла. Акă эпĕ те хăмана чалăштаратăп та ун çине выртса кĕлеткене 6 хутчен çĕклетĕп», — шÿтлет Коля пичче.
Комментировать