- Чăвашла верси
- Русская версия
«Пирĕн юрату çинчен фильм ÿкересшĕнччĕ»
Чăваш арçыннисем юратма пĕлмеççĕ текенсене ан ĕненĕр. Еплерех пĕлеççĕ! Манăн хăна Тутарстанри Чистай районĕнчи Анат Кăтратара кун çути курнă Александр САВЕЛЬЕВ çакна хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетет.
— Саша, сан юратăву çинчен сюжечĕпе «Нарспи» поэмăран кая мар роман çырма пулать-тăр. Мăшăрун, Пушкăртстанра çуралса ćснĕ Алена Силпи юрăçăн, карьеришĕн эсир тăван кил алăкне хупса Шупашкара пурăнма куçса килнĕ.
— Эпир çемйипех – чăваш чиканĕсем. /Кулать./ Юрĕ, калаçăва тĕпĕ-йĕрĕпе пуçлам-ха. Тăван килтен 14 çулта тухса кайса Елабугăри культура училищине вĕренме кĕтĕм. Халăх ансамблĕн ертçин дипломне илтĕм. Çара кайиччен пĕр хушă тăван ялтан 3 çухрăмри тутар ялĕнче клуб ертçинче вăй хутăм. Екатеринбург облаçĕнчи пĕр чаçре спортротăра салтак тивĕçне пурнăçларăм. Пире тĕнчери хĕр вырăнсене хтĕлеме хатĕрлерĕç. Телее, совет çарĕсене Афганистанран кăларма пуçларĕç те пире пĕр вăрттăн чаçе куçарчĕç.
— Эпĕ те чăвашсене чиканпа танлаштарма именместĕп. Ара, чăваш пурăнман вырăн пур-ши çĕр çинче? Çул çćрес туйăм чунра хĕмленни, тен, япăх та мар?
— Чăваш чăваш патнех туртăнать. Апла-и, капла-и — пĕр чĕлхепе, йăла-йĕркепе, тĕнпе пурăнакан савнипе пĕрле тăван халăх хушшинче хăвна шанчăклăрах туятăн. Эпĕ пĕчĕкренех чăваш хĕрĕпе çеç çемье çавăрма шухăшланă. Ĕмĕте вара 39 çулта пурнăçа кĕртрĕм. Тăван килтен 270 çухрăм кайса чăваш хĕрне вăрласа арăм турăм.
— Хăвăнтан 17 çул кĕçĕн хĕрĕн пуçне çавăрма пултарнă-ха эсĕ. Пирĕн енче 40-ре авланакан ар пирки «ват супнă» е «ват хусах» тесе йĕкĕлтеççĕ. Епле хăраман-ши Алена хăйĕнчен аслă арçынпа кун- çулне çыхăнтарма?
— Юрату чашкăрса çунма пуçласан çулсене пăхатăн-и унта? 17 çул уйрăмлăх нумай-и вара вăл? Арçын 40 çулалла пиçсе çитет кăна. Пурнăç тутине астивсе, арăма ăнланма, юрату хакне туйса ăна алă çинче йăтса çреме, çемьене хаклама вĕренет.
— Аленăпа еплерех паллашнине аса ил-ха?
— Ун чухне эпĕ Çыр Чаллăри чăваш диаспорин ревизи комиссийĕн ертçин çумĕччĕ. Нурлатра иртекен «Илемлĕ чăваш пикисем» конкурсра жюри членĕ пулма сĕнчĕç. Чиперккесем Владивостокран пуçласа Ĕпх таранах пухăннăччĕ. 15 пике йышĕ-нче Алена та пурччĕ. Пĕрре курсах юратрăм ăна. Ун кăмăлне кайнине те туйрăм. Ыттисем сисиччен йăл- йăл кулчĕ, куç хĕссе илĕртрĕ. Алена конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Тем ан шухăшла, эпĕ жюри членĕсене ăна мала кăларма хистенипе мар, хăйĕн илĕртлĕхĕпе çĕнтерçĕсенчен пĕри пулайрĕ вăл. Хула кăтартас терĕм хĕре. Аленăран именнипе ушкăн ертçинчен ирĕк ыйтса хĕр тусне те пĕрле йыхравларăм. Чаплă машинăпа виçĕ кун хитре вырăнсем тăрăх ярăнтартăм. Хĕре çухатас мар тесе ашшĕ-амăшĕпе паллашас, пикене çураçас тĕллевпе Пушкăртстана пĕрле тухса кайрăм. Анчах та пулас хуняçапа хуняма эпĕ миçерине пĕлсен калаçасшăн та пулмарĕç. Килĕнчен хăваласа кăларсах ячĕç. Парнеленĕ чечек çыххине алран тыттарса: «Качакана кайса пар», — терĕç.
— Кайса патăн-и вара?
— Мĕн эс! Çук, паллах! Хăйсем вара 4 пин тăракан коньяка тĕппипех ĕçсе янă! /Кулать./ Пулас тă-вансемпе хирĕçес мар тесе Çыр Чаллăна тухса кайрăм.
— Эх, еплерех çунтăн пуль! Пĕр чуна кĕрсен юрату канăç кăтартмасть вĕт!
— Алена ун чух Ĕпхре З.Исмаилов ячĕллĕ искусство акаде-мийĕнче пĕл пухатчĕ. Савни сассине илтес, курса калаçас тесе кашни эрнере Ĕпхĕве Чаллăран машинпа вĕçтереттĕм. Уçăлса çренĕ хыççăн хĕре общежитие леçсе ярса хам хăна çуртĕнче çĕр каçаттăм. Çапла çулталăк хыçа юлчĕ. Каллех хуняçапа хуняман алăкне пырса шаккарăм. Темле илĕртсен те мана йышăнасшăн мар хайхискерсем. Аленăпа калаçса татăлса пĕр кунхине хĕре вăрласа каяс терĕм. Ман вăрттăн шухăша таçтан сиссе амăшĕ Аленăн паспортне пытарса хунă. Эп машина умĕнче тăраттăм. Алена ман еннелле чупрĕ, ашшĕ хыçран хăваларĕ... Мана çухаваран кап! ярса илчĕ те чышкипе тнклеттерме пуçларĕ. Тем те пĕр каласа крентерчĕ. Эп хирĕç çапмарăм, чăтрăм. Ман вĕсемпе пурăнмалла-çке!
— Вăт сана камит сюжечĕ! Ятарласа шухăшласа кăлармалла та мар. Авланас тесех авланма шут тытнă вара эсĕ.
— Те Тăхтаман, те Сетнер кунта эпĕ. Хам та пĕлместĕп. Алена машинăна вăшт! ларчĕ те малалла çиçĕмле хăвăртлăхпа вĕçтертĕмĕр. Хайхискерсем çул- йĕрти патруль службине шăнкăравласа пире тытса чарма ыйтнă. Ара, ман машина питĕ чаплăччĕ те ун чух, «пушалуй» хăвала хыçран!
— Кун пек истори хыççăн туй вăйлă иртрĕ пуль!
— Туй тăк туй кĕрлеттертĕмĕр. Çыр Чаллăра пурăнакан пур чăваша та тенĕ пек йыхравларăмăр. Ураран киччен ташлаттартăмăр, юрлаттартăмăр. Эх, аса илсен халь те чун ыратать. Хуняçапа хуняма çеç килмерĕç. Юрать, амăшĕн аппăшĕпе йăмăкĕ хисеп турĕç.
— Мĕншĕн чăваш чăваш çумĕнчех пурăнасшăн-ши? Туя та, ав, чăвашсемпех тунă эсир.
— Пĕр тымартан эпир, çавăнпа-ши? Эп ура çинче çирĕп тăраттăм ун чух. Реклама фирми тытаттăм. Кĕсьере укçа чăнкăртататчĕ. Çумри чăвашсене пур енлĕн пулăшаттăм. Тутарсемпе пĕр сĕтел хуш-шинче апатланаттăм, пĕр çăвартан пурăнаттăм. Ĕçчен пулнишĕн хисеплетчĕç. Пĕр тутар тус ăмсанса: «Сан пек вăйлă чăваш пулас килет. Туслă çыхăну тума пĕлетĕн», — тетчĕ час-часах. Ман вара пуçра пĕр шухăш: Аленăна аслă пĕл памаллах. Эпĕ – Çыр Чаллăра, Алена – Ĕпхре. Чун йăшкать. Фирмăна сутрăм та Ĕпхĕве куçса кайрăм. Хваттер тара тытрăмăр. Часах аслă ывăл Савелий çуралчĕ. Эпĕ ача пăхрăм, Алена вĕренчĕ. Унăн дипломĕ хамăн çитĕн пекех туйăнчĕ. Унтан Аленăна тата та лайăхрах юрлама вĕрентес тĕллевпе иксĕмĕр те Ĕпх хулин паллă халăх юрăçи Гузель Измайлова патне çул тытрăмăр. Вăл Аленăпа килте ĕçлеме килĕшрĕ. Усал шыçăпа чирлекенскер вилес умĕн: «Саша, мăшăрна юрлама ан чар, çулне уçса пыр, пуласлăхĕ пур ун, сасси черчен», — тесе тархасласа ыйтрĕ. Аленăна юрă искусстви çулĕпе çирĕп утма пиллерĕ.
— Кукашшĕпе кукамăшĕ мăнукне курас темерĕ-им? Тем тесен те, ача çывăх çынсене пĕрлештеретех.
— Хуняма чĕри çемçелчĕ. Темле тарăхсан та хĕрне каçарчĕ, мана та йышăнчĕ. Савелий çур çулта чух тăван килне чĕнчĕ. Алена диплом илсен эпир унта куçса кайрăмăр. Пире кĕтсе кил-çуртне юсаса тирпей кнĕччĕ. Савăннă хуняма чĕркуçленсех каçару ыйтрĕ. Парăма татрăм. Хĕршĕн хулăн укçи тлерĕм. Пĕр ещĕк шурă эрехпе 101 тенкĕ алран тыттартăм.
— Ак тата! Чăвашăн ку йăли манăçран тухман-и?
— Йăла-йĕрке манран ан татăлтăр. Халь Алена пур енчен те манăн саккунлă арăм. Ăна ашшĕ- амăшĕ укçаллах сутрĕ. /Кулать/ Малалла вулас...
www.hypar.ru
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
Комментировать