Юрăсенче наци сĕмĕ пултăр
«Ĕлĕкрен мăнаçлă паттăр чăвашсен пур — Киремет», — ĕнĕрленĕ пĕчĕк чухне Екатерина Му-райкина. Виçĕ çул кĕçĕнрех йăмăкĕ Таня аппăшĕнчен юлас темен — пĕрле юрланă, кĕвĕ çеммипе çаврăннă. Купăс калакан ашшĕ хĕр пĕрчисен ташшине курса савăннă. Ун умĕнче — 19- мĕш хут йĕркеленĕ «Кĕмĕл сасă» конкурсăн пулас çĕнтерÿçи пултарулăхри пирвайхи утăмсем тунă. Кăçалхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ ăмăртура Екатерина Мурайкина гран-прие тивĕçнĕ. <...>
Зал мĕншĕн пушă?