- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хĕрарăмĕ нумай, урай çăваканни çук»
Тăвай районĕнчи Чутейри Николай Чайкин пирки: «Ун патĕнче яланах — хĕрарăм, питĕ юратаççĕ ăна», — теççĕ.
«Халĕ хăш савнийĕпе пурăнатăн-ха?» — тÿрех ыйтуран пуçларăмăр калаçăва. «Хăвăрах куратăр: никам та çук, кирлĕ мар тек», — сăпайлăн тытрĕ вăл хăйне. Килĕнче вăтăр урлă каçнă хĕрĕ пур. Вăл хăйĕн тĕнчинче пурăнать. Амăшĕ вилнĕ хыççăн питĕ хăранă, куляннă. Кун хыççăн хĕрачан психики сиенленнĕ.
Николай ялта «на расхват» арçын. Такама та, уйрăмах пĕччен хĕрарăмсене, пулăшма ĕлкĕрет вăл. Хăвăрах пĕлетĕр: ĕç тума çын тупма йывăр, çемьеллисем патне пырса çулăхаймăн. Коля Чайкин вара хальлĕхе — пĕччен. Ырă кăмăллăскер пулăшма чĕнсен хирĕçлеймест. «Ялта манăн 4 еркĕн тесе калаçатчĕç. Хисепĕ кунсерен ÿсет: 7-е çитерчĕç. Калаччăр-иç… Эпĕ пĕччен арçын: кам патне каяс тетĕп, çавăнта каятăп. Çемьеллĕ хĕрарăмсемпе ÿлĕмрен çыхланмастăп. Çитет…» — терĕ Николай.
Николай пĕрремĕш мăшăрĕпе 23 çул килĕштерсе пурăннă, ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ, кермен пек çурт лартнă. «Эпир вăрçăнса та курман, пирĕнтен çынсем те тĕлĕнетчĕç», — пытармарĕ арçын. Анчах усал шыçă мăшăрĕн пурнăçне вăхăтсăр татнă. «Пĕрремĕш арăм — Турăран» тенипе Коля та килĕшет. Иккĕмĕшĕ, Таня, унран чылай çамрăк пулнă, пĕрле пурăннă арçынни вилсен ачипе Чутее Чайкин патне пурăнма куçнă, тепĕр ывăл çуратнă. Анчах çураçулăх нумая пыман. Таня Кольăн ывăлĕпе Витьăпа пĕрмай эрех ĕçни упăшкине килĕшмен. Тарăхмасăр! Вăл укçа ĕçлесе илес тесе калăмра çÿрет, лешсем канаççĕ… Ĕçкĕ суда та çитернĕ вĕсене. Таня кÿршĕ яла урăх арçын патне тухса кайнă. «Эпĕ ăна аслă ачишĕн пособи илсе тăма документсене йăлт туса патăм. Кĕçĕннишĕн вăл алимет шыраттармарĕ. «ДНК анализĕ тутарăп та кайран, ача манăн мар тăк, йăлтах хăвăнтан шыраса илетĕп», — тесе хăратрăм. Ачасене питĕ шеллетĕп, пулăшатăп, садик укçи хам тÿлетĕп. Каникулта та хам патăмрах усратăп. Вĕсем те мана юратаççĕ, уйрăласшăн мар», — калаçрĕ Николай.
Николайăн çурчĕ урамран кермен пекех курăнать пулин те шалта хăтсăр. Кунта 20 çула яхăн юсав ирттермен. Арăмĕ вилнĕ хыççăн иккĕмĕш хута пурăнмалла туса çитереймен. Ывăлĕ Виталий, авланса уйрăлнăскер, тăван килĕнчех пурăнать. «Хамсăр пуçне урай çăвакан çук çав», — тет ашшĕ.
Стенана çыпăçтарнă хаçатсем куçа тăрăнчĕç. Коля пÿлĕме пÿлсе кирпĕчренех стена купаланă, обой çыпăçтарма ĕлкĕреймен. Хăнана килсе çÿрекен пĕр хĕрарăм обой çыпăçтарса парасшăн пулнă, анчах кил хуçи тĕкĕнтермен.
Николай авланма килĕшекен хĕрарăм çуккине, пĕччен пурăнма хăнăхнине пĕлтерчĕ. «Сирĕн пекки, культурăллă калаçаканни пултăр. Çамрăккисене укçа анчах кирлĕ манран», — терĕ вăл. «Итле-ха, Коля, такама та пулăшатăн. Эсĕ те усă кур-ха хĕрарăмсемпе: урай çутар, обой çыпăçтарттар… Акă вырăн таврашĕ те çĕтĕк-çурăк. Кала: пĕрле çывăрмашкăн çĕннине илсе килччĕр», — «усала» вĕрентрĕмĕр Чайкина. Шел ăна, ара унăн ĕнси çинче икĕ вăй питти ларать! Юрать- ха, çурçĕрте ĕçленĕскер пенси енчен аптăрамасть. Малалла вулас...
Комментировать