Архив - 29 Ноя, 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

29 Ноя, 2018

Çынсем шыва кĕме кăмăллаççĕ, Анчах тренажерсенчен ютшăнаççĕ

Икĕ хĕрарăм калаçăвне итлеме тÿр килнĕччĕ. «Шывра ишме кăмăллатăп, бассейна çÿретĕп. Кăнтăрлахи вăхăтра унта пĕчченех чăмпăлтататăп, никам та кансĕрлемест. 1-2 çын кăна хушăран килкелет. Абонемент туянас тетĕп-ха. Пĕрмай çÿренипе укçа-тенкĕ нумай тăккаланать», — сăмахларĕ пĕри. Шухăша кайрăм: бассейна кăнтăрла никам та çÿремест-им? Тренажер залĕ те пушах-шим? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпех республикăри физкультурăпа спорт комплексĕсене çитсе килтĕм.

29 Ноя, 2018

Вăрçăран сывă таврăнма пирĕшти пулăшнă

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Каç. Шупашкарти пĕр путвалта икĕ арçын ача тĕмсĕлсех радиоприемник юсаççĕ. Лешĕ чашлатать çеç. «Паян нимĕç çарĕсем Совет çĕрĕ çине тапăнса кĕчĕç...» — сасартăк динамикран илтĕннĕ сасă шартах сиктерчĕ туссене. Хăрушă хыпара илтсен çурăм тăрăх сивĕ чупрĕ.

29 Ноя, 2018

Юратма юратакан Валентина Музыкантова

Артист мар тăк мĕнле професси суйлăттăн? Чăваш халăх артисткине, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче 48 çула яхăн ĕçлекен Валентина МУЗЫКАНТОВĂНА çак ыйтăва час-часах параççĕ.