Комментировать

29 Ноя, 2018

Çынсем шыва кĕме кăмăллаççĕ, Анчах тренажерсенчен ютшăнаççĕ

Икĕ хĕрарăм калаçăвне итлеме тÿр килнĕччĕ. «Шывра ишме кăмăллатăп, бассейна çÿретĕп. Кăнтăрлахи вăхăтра унта пĕчченех чăмпăлтататăп, никам та кансĕрлемест. 1-2 çын кăна хушăран килкелет. Абонемент туянас тетĕп-ха. Пĕрмай çÿренипе укçа-тенкĕ нумай тăккаланать», — сăмахларĕ пĕри. Шухăша кайрăм: бассейна кăнтăрла никам та çÿремест-им? Тренажер залĕ те пушах-шим? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпех республикăри физкультурăпа спорт комплексĕсене çитсе килтĕм.
2005-2014 çулсенче кашни районпа хуларах çĕнĕ спорт комплексĕсем туса лартрĕç. Унта бассейн /хăшĕ-пĕринче иккĕ те/ кăна мар, спортзал, тренажер, фитнесаэробика залĕсем, хăна çурчĕсем тата ытти пÿлĕм пур. Вĕсене тунă хыççăн районта спортпа тус- лă çынсем, сывă пурнăç йĕркине
тытса пыракансем нумайланнине палăртаççĕ. Кунашкал ФОКсене пирĕн республикăра татах çĕклес тĕллевлĕ. Акă кăçал Вăрнарта çĕнĕ бассейн хута кайрĕ. Шупашкарта та çĕнĕ спорт керменĕ тума шухăшлаççĕ.
ЧР Спорт министерствин кол-
легийĕн анлă ларăвĕсенче час-час
пулнă май физкультурăпа спорт
комплексĕсене çын сахал çÿренине
палăртатчĕç. Чăн та, маларах çын-
сем ФОКсенчен пăрăнарах çÿренĕн
туйăнатчĕ, уйрăмах районта пурă-
накансене илĕртме йывăр пулни-
не калатчĕç спорт инструкторĕсем.
Хальхи вăхăтра чылай çын трена-
жер залне е бассейна çÿрессине
кун йĕркинех кĕртнĕ. Калăпăр, пĕр
пĕлĕшĕм бассейна тата тренажер
залне эрнере виçĕ хут каять. Унта
çÿреме тытăннă хыççăн хăйне аван-
рах туйнине те палăртать вăл.
Куславккари пушар чаçĕнче
ĕçлекен Евгений Михайлов бас-
сейна эрнере икĕ хут çÿрет. «Шыва
кĕме кăмăллатăп. Вăл сывлăхшăн
усăллă. Хулара ФОК уçăлсанах
çÿреме тытăннă. Унччен Атăлта
кăна çулла шыва кĕреттĕм. Бассей-
на канмалли кунсенче çемьепех ки-
летпĕр», — терĕ çамрăк арçын. Кус-
лавккари спорт комплексĕпе пал-
лашма кăнтăрла иртсен кайнăччĕ,
çавăнпах пулĕ çăлавçă бассейнра
пĕчченехчĕ.
Борис Юрин инструктор пĕлтернĕ
тăрăх — çуллахи вăхăтра
бассейна çÿрекенсен йышĕ ча-
кать. Сăлтавĕ каламасăрах паллă
— çынсем Атăл хĕрне анаççĕ. Ин-
структорсем шыва кĕме миçе çын
килнине çырса пыраççĕ. Журнал-
ти хăш-пĕр цифрăна эпĕ те çырса
илтĕм: пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче —
77 çын, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче — 58
çын, çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче /канмал-
ли кунра/ 75 çын бассейна шыва
кĕме пынă. Сывлăх кунĕнче вара
çынсен шучĕ самай пысăк — 184-ăн
пынă. 2-3 сехет хыççăн кăна çынсем
ытларах килме тытăнаççĕ иккен.
Нина Кузнецова администра-
тор каланă тăрăх, кăнтăрлаччен
бассейнра физкультура урокĕсем
иртеççĕ. Шкул ачисем 10-15 се-
хетсенче килеççĕ. Ватăсем ирхине
шыва кĕме кăмăллаççĕ. Эрне вар-
ринче çынсем ĕç хыççăн ытларах
килеççĕ. Предприятисемпе уйрăм-
мăн илес тĕк, тĕп больница, рай-
он администрацийĕн, социаллă пу-
лăшу кÿрекен центр ĕçченĕсемпе
электриксем спорт керменне час-
час пыраççĕ. Уйрăм çынсем валли
сывлăх ушкăнĕ те йĕркеленĕ.
Тренажер залĕнче те пĕр çын
кăначчĕ. Хусанта ĕçлекен Рада
Егорова унта эрнере 3 хут пырать.
Унăн тĕллевĕ — сывлăха çирĕпле-
тесси, хул-çурăма тĕреклетесси.
Çавăн пекех çамрăк хĕрарăм кар-
диотренажер залне те çÿрет. Шел
те, çав кун унта пĕр çын та çукчĕ.
Елчĕкри спорт керменĕнче те
лару-тăру питех савăнтармарĕ.
Кăнтăрла иртнĕ пулин те бассейн-
ра икĕ çынна кăна тĕл пултăм,
тренажер залĕ пушахчĕ. Спорт
шкулĕн директорĕн заместителĕ
Елена Портнова ĕнентернĕ тă-
рăх, çынсем 17 сехет хыççăн кил-
ме тытăнаççĕ. Кунта та шкулсем
/15/ графикпа физкультура урокĕ
ирттереççĕ. Вăтам шкулпа юнашар
пулнăран спортзал пушă тăмасть.
Елчĕкри спорт çуртне Тутарстанри
Пăва районĕн çыннисем те сывлă-
ха çирĕплетме çÿреççĕ.
Патăрьелти спорт керменне 15
сехет тĕлне çитсе килтĕм. Кунти
бассейнра урок пыратчĕ, спорт-
залта 4 ача мечĕкпе вылятчĕ, ан-
чах тренажер залĕ тунсăхласа ла-
ратчĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.